Суббота, 4 февраля

Çÿп-çап валли ятарлă вырăнсем

Тĕрлĕ ялсенче пурăнакансем асăрхарĕç ĕнтĕ: юлашки вăхăтра унта та кунта çÿп-çап контейнерĕсем валли ятарлă площадкăсем ăсталаса лартрĕç. Виçĕ енчен тимĕр картапа хупланăскерсем çÿп-çапа çил сапаласран, выльăхсем кĕрсе салатасран хÿтĕлеççĕ. Ку ĕçсем «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ.
Район администрацийĕн капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов пĕлтернĕ тăрăх, район территорийĕнче пурĕ 254 çÿп-çап площадки туса лартнă. Вĕсем кашни ялтах пур. Ятарлă площадкăсене çÿп-çап турттаракан машинăсене кĕрсе тухма меллĕ вырăнсене, санитари правилисене пăхăнса ăсталаса лартнă. Паянхи кун тĕлне рай-она 312 çĕнĕ евроконтейнер турттарса килнĕ. Сентябрь уйăхĕ вĕçлениччен тата 189 çÿп-çап контейнерĕ района çитмелле.
Çĕнĕ контейнерсене турттарса килнĕçемĕн вырнаçтарсах пыраççĕ. Сăмахран, Хирти Сĕнтĕр тата Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕсене вĕсене кирлĕ чухлĕ турттарса кайнă та ĕнтĕ. Халĕ вĕсене ятарлă площадкăсем çине вырнаçтарса лартас ĕçсем пыраççĕ. Комсомольски ялĕнче те чылай контейнер хăйĕн вырăнне тупнă.
Ахаль контейнерсемпе евроконтейнерсем хушшинче уйрăмлăх пурах, çавăнпа та вĕсене пушатма тĕрлĕ йышши çÿп-çап турттаракан машина кирлĕ. Хальлĕхе çĕнĕ йышши контейнерсемпе усă курасси çине районти пур ял тăрăхĕ те куçмасть. Александровка, Элпуç, Кайнлăк, Аслă Çĕрпÿел, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел ял поселенийĕсенче тата Комсомольски ял тăрăхĕнчи хăшпĕр ялсенче çывăх вăхăтра евроконтейнерсем вырнаçтарса лартĕç. Ыттисенче вара ахаль контейнерсемех пулаççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *