Вторник, 16 апреля

Йывăç — турачĕпе, этем çемйипе çирĕп

«Çемье ăшши — чун ăшши», — тенĕ ватăсем. Кил-йышра ăнланупа килĕшÿ хуçалансан таçта та ĕç ăнать. Çакна Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Лаврушкинсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çемье ăшшине упракансем — Нина Васильевнăпа Петр Алексеевич. Пĕлтĕр ылтăн туя паллă тунăскерсем хăйсен чун ăшшине 5 ачипе 6 мăнукне тата вĕсен мăшăрĕсене, çавăн пекех мăнукĕсен ачисене парнелеççĕ.

Лаврушкинсен çемйине ялта ĕçченлĕхĕшĕн, тараватлăхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ. 51-мĕш çул пĕрле килĕштерсе те пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан мăшăр — çамрăксемшĕн чăнласах та ырă тĕслĕх. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ, ачисене ÿстернĕ. Пĕтĕмлетсе каласан — ваттисен халалне туллин пурнăçланă. Çапах çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха?
— Çемьере, паллах, пăшăрханмалли те, савăнмалли те чылай. Ытлашши ырă кăмăллă пулни, çынна хăвна шаннă пек шанни тепĕр чухне ура та хурать. Çапах та çемье çирĕп пулсан темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерме пулать. Ахальтен ваттисем йывăç — турачĕпе, этем çемйипе çирĕп тесе каламан пулĕ çав. Пирĕн çемьере те çаплах: эпир ачасемпе, мăнуксемпе çирĕп, — терĕç Лаврушкинсем.
Лаврушкинсем — ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ çынсем. Сăмахран, Петр Алексеевич пурнăçĕнче Кемĕр облаçĕнчи Никольское поселокĕнче та ĕçлесе курнă. Вăл тăватă çул шахтăра экскаваторщик пулнă. Каярах вара, тăван ене таврăнсассăн, Комсомольски вăрман хуçалăхĕнче лесничире тăрăшнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
Нина Васильевна Асанкасси хĕрĕ пулнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Дубовкăри кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. «Комсомольский» совхозра чылай çул тăрăшнă вăл.
Ахальтен мар ĕçри тăрăшулăхшăн вĕсем Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ ята тата нумай-нумай Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Вĕсем çемье архивĕнче типтерлĕн упранаççĕ.
Çапла, Лаврушкинсем ырми-канми ĕçленĕ, 5 ачине те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. «Ку — арçын ĕçĕ, ку — хĕрарăмăн», — тесе нихăçан та пайламан.
Нина Васильевнăпа Петр Алексеевич ывăлĕпе хĕрĕсем пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăччăр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшни сая кайман. Вĕсем паянхи кун ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
Хисеплĕ ĕçпе ял-йыш мухтавне çĕнсе илнĕ мăшăра ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама вăй-хал, ăнăçу сунас килет. «Юратупа шанчăклăхшăн» медале ытахальтен тивĕçмен вĕсем.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *