Интернет сиен ан кÿтĕр

Интернет сиен ан кÿтĕр

Çамрăксен социаллă тата ĕç адаптацийĕн «Перекресток» центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтĕр «Ачасем тата сетьсем» проекта пурнăçа кĕртме 497 пин ытла тенкĕлĕх Президент грантне çĕнсе илнĕ. Проекта кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен республика территорийĕнче пурнăçламалла. Вăл Чăваш Енри 20 муниципаллă пĕрлешĕвĕн вĕренÿ организацийĕсене пырса тивет.
ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра çамрăксен 95 проценчĕ пушă вăхăтне интернетра ирттернĕ май, сетьри хăрушсăрлăх питĕ çивĕч ыйту пулса тăрать. «Ачасем тата сетьсем» проектăн тĕллевĕ — ачасен ашшĕ-амăшне «тĕнче тетелĕ» мĕнле хăрушлăх кăларса тăратни çинчен пĕлтересси, ачасене виртуаллă хутшăнусен хăрушсăрлăх йĕркисене вĕрентесси.
Çитĕннисенчен хăшĕ-пĕрисем социаллă сетьсемпе питех усă курмаççĕ. Çавăнпа та вĕсем интернет ачасемшĕн мĕн тери хăрушă пулма пултарнине ăнланмаççĕ те пулĕ. Шăпах çавăнпа çак проекта пуçарса янă та. Августăн 19-мĕшĕнче вĕренÿ ĕçченĕсен республика конференцийĕнче çак проектăн презентацийĕ иртнĕ. Халĕ республикăри шкулсенче ашшĕ-амăшĕсем валли ăсталăх класĕсем ирттерме график хатĕрлеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *