Четверг, 25 апреля

Афишăсен конкурсĕ иртет

Афишăсен конкурсĕ иртет

Театр çулталăкĕнче федерацин Атăлçи округĕнче çĕнĕ обществăлла проект пурнăçланать —»Театрлă Атăлçи» фестиваль иртет. Ăна çамрăксене театрпа ытларах интереслентерес, вĕсен тавракурăмне анлăлатас, çамрăксен театр искусствине аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Халĕ студентсемпе шкул ачисем хушшинче театр афишисемпе плакачĕсене чи лайăх хатĕрлекенсен конкурсĕ пырать. Вăл 2 ушкăнра: 6—17 çултисем тата 18—30 çултисем — иртет. Конкурса Adobe Photoshop, Adobe Illustrator, Corel Draw тата ытти компьютер программисемпе усă курса хатĕрленĕ пысăк пахалăхлă плакатсене йышăнаççĕ. Афишăра фестивалĕн тĕп шухăшĕ, регионри тапхăрĕн программи, фестивале хутшăнакан спектакль çинчен информаци, юлашки сасăлава хутшăнма чĕнсе калани пулмалла. Ĕçсем А3 форматлă пулмалла, конкурсăн темипе килĕшсе тăмалла. Кашни хутшăнакан конкурса 3 афиша е плакат ярса пама пултарать.
Конкурс июлĕн 1-мĕшĕнчен октябрĕн 30-мĕшĕччен иртет. Заявкăсене theatres.fest@mail.ru электрон адреспа /»Афишăсен конкурсĕ» тесе палăртмалла/ сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *