Урă пурнăç кашни çыншăн яланхи йăла пулмалла

Урă пурнăç кашни çыншăн яланхи йăла пулмалла

Мĕнле майпа, ăçтан пуçланса каять çемьене аракатакан, сывлăха пĕтерекен алкоголизм чирĕ? Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.
— Елена Михайловна, çынсем пĕрмай эрех ĕçекен çинчен, мĕншĕн-ха вăл ĕçме чарăнаймасть, хăйне алла илме пултараймасть, тесе калаççĕ. Чăнах та, епле майпа ăслă-тăнлă çын эрех ĕçсе хăйне хăй этем йĕркинчен кăларса янине нумайăшĕ ăнланаймасть. Каласа парăр-ха, алкоголизм вăл мĕнле чир?
— Ырă кун, хаклă вулакансем! Чи малтанах каласа хăварам: алкоголизм вăл вăраха каякан чирсен шутне кĕрет. Ытти чирсем пекех ăна пуçарса яракан сăлтавĕ пур. Чир кулленхи ĕçкĕ-çикĕрен сисĕнмесĕрех пуçланать. Час-часах ĕçни майĕпен йăлана кĕрсе пырать. Ĕçекен çын хăйĕн хăçан алкоголизм чирĕ пуçланса кайнине сиссе те юлаймасть. Чирĕ вара пĕр пуçлансан шалалла кайса, йывăрланса пырать.
— Ĕçекен çыннăн алкоголизм чирĕ пуçланса кайнине мĕнле паллăсем пĕлтерме пултараççĕ?
— Эрех ĕçме юратакан çын нихăçан та алкоголизм чирĕпе чирлесе кайма пултаратăп тесе шутламасть. Çак чирĕн малтанхи палли вара — пĕрмай эрех ĕçес килни. Анчах та çын çакна чир палли тесе шутламасть. Чирĕн тепĕр палли — ĕçме пуçласан эрех виçине çухатни. Хăйне пĕр-икĕ черкке эрех ĕçетĕп те урăх ĕçместĕп тесе тем чухлĕ сăмах парсан та, çын кашнинчех ÿсĕр пуличченех ĕçсе лартма пуçлать. Çак пулăма çапла майпа ăнлантарма пулать: эрех организма савăнăç гормонĕсем кăларттарать. Çавăнпа эрех ĕçсен çыннăн кăмăлĕ лайăхланать, ĕçекен çын хăйĕн кăмăлне çÿллĕ шайра тытма хăнăхса пырать. Анчах та кашни ĕçмессерен çав гормонсем организмра сахалланса пыраççĕ, эрех ĕçсен те вĕсем юна сахалтарах тухма пуçлаççĕ. Çавăнпа ĕçекен эрех виçине кашнинчех ÿстерсе пырать. Чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕн тепĕр палли — тем чухлĕ эрех ĕçсен те хăсма пăрахни. Тĕрлĕ сиенлĕ, наркăмăшлă япаласем организма лексен çын яланах хăсса кăларса вĕсенчен тасалма тăрăшать. Эрех те организмшăн сиенлĕ япала шутланать. Малтанхи вăхăтра çын эрех нумайрах ĕçсен ăна хăсса кăларать. Каярахпа, чир шала кайса пынă май, эрех темĕн чухлĕ ĕçсен те çын хăсми пулать.
— Чир аталаннине чарма пулать-и?
— Енчен те пуçламăш тапхăрта çын хăй нумай ĕçнине ăнланса илсе ĕçме пăрахсан, нумай инкекрен хăйне те, çемйине те сыхласа хăварма пултарать. Анчах та малтанхи пекех ĕçсе пурăнсан, чир шаларах кайса иккĕмĕш, тата йывăртарах тапхăра куçать. Унтан вара сывалма тата йывăртарах.
— Çын чăнах та алкоголизм чирĕпе чирленине çирĕплетекен тĕп паллă пур-и?
— Мухмăр пуçланни алкоголизм чирĕн тĕп палли шутланать. Вăл чирĕн иккĕмĕш тапхăр пуçланнине пĕлтерет. Ирхине урăлса çитсен ĕçекен çын хăйне питĕ япăх туять, унăн питĕ эрех ĕçес килет, çавăнпа вăл эрех шырама пуçлать, ĕçсен хăйне çăмăлрах туять. Анчах та вăл нумайлăха тăсăлмасть. Кăштах вăхăт иртсен сывлăхĕ каллех япăхланать, каллех чăтайми эрех ĕçес шухăш пĕрремĕш вырăна тухса тăрать. Йĕри-таврари çывăх çыннисем тем чухлĕ «ан ĕç» тесе каласан та, вăл ĕçме чарăнаймасть. Мĕншĕн тесен алкоголизм чи-рĕпе чирлекен çын ĕçмесĕр пурăнма пултараймасть. Шел пулин те, тем чухлĕ вăхăт чарăнаймасăр ĕçсен те, хăйне темле япăх туйсан та, ĕçекен хăйне алкоголик тесе, манăн сипленмелле тесе каламасть. Ытти чирсемпе чирленĕ чух вара çын хăй ирĕкĕпе сипленме, сывалма тăрăшать. Çакăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ алкоголизм чирĕ ытти чирсенчен.
— Эрех ĕçме юратакансен ытларах мĕнле чирсем пуçланаççĕ?
— Нумай вăхăт хушши ĕçсе пурăнни сывлăхшăн ахалех иртмест. Эрех çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне унăн сывлăхне те пĕтерет. Çыннăн организмĕнче эрех сиен кÿмен пĕр орган та çук. Алкоголь йывăрлăхне чи малтан пĕвер хăй çине илет. Пĕвер циррозĕ — вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнин сăлтавĕсенчен пĕри. Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, алкоголизм чирĕпе чирлекенсем хушшинче чĕре инфаркчĕпе тата инсульт пулнипе вилекенсем нумайрах, ĕçке ернĕ çынсем туберкулезпа 3—4 хут ытларах чирлеççĕ. Эрех пуç мимине те пысăк сиен кÿрет, эрех серепине лекнĕ çынсен ăс-тăнĕ час-часах арпашăнса каять. Çапла вара алкоголизм чирĕпе чирлекенсенчен нумайăшĕ е сывлăхĕ начарланса кайнипе, е ÿсĕрле тĕрлĕ пăтăрмаха лекнипе вăхăтсăр вилет.
— Алкоголизм чирĕпе кашни çынах чирлеме пултарать-и тата унпа чирлесси мĕнрен килет?
— Алкоголизм чирĕпе кашни çынах чирлеме пултарать, çав шутра ачасем те. Чир темле профессипе ĕçлекенсене те: тухтăрсене те, вĕрентекенсене те, инженерсене те уямасть. Нумайăшĕ çак чир вĕсене лекмест тесе шутлать. Шел пулин те, эрех пĕрмай ĕçсен алкоголизм чирĕпе чирлес хăрушлăх пурин те пур. Каласа хăвармалла: хăшпĕр çынсен чир уйрăмах питĕ хăвăрт аталанать.
— Елена Михайловна, алкоголизм чирĕ камсен хăвăртрах аталанать?
— Алкоголизм хăвăртрах аталанакан ушкăна ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă ачасем кĕреççĕ, мĕншĕн тесен ашшĕ- амăшĕн генĕсем ачисене куçаççĕ. Ĕçекен çемьере ÿснĕ ачасем мĕн пĕчĕкрен ÿсĕр ашшĕ-амăшне курса ÿсеççĕ, çав пурнăç вĕсемшĕн тĕрĕс пек туйăнать, çавăнпа вĕсенчен нумайăшĕ ашшĕ-амăшĕн çулĕпех каять. Алкоголизм чирĕ хăвăртах аталанакан ушкăна пуç мимине йывăр амантнă çынсем те кĕреççĕ. Тата çакна тĕпчесе палăртнă: хăшпĕр çынсен орга- низмра савăнăç гормонĕсем çуралнă чухнех сахал. Вĕсем эрех ĕçнĕ хыççăн кăмăлĕ питĕ лайăхланнине туйса илеççĕ, ун шайне лайăхлатма час-часах эрех сыпма пуçлаççĕ.
— Алкоголизм чирĕнчен сывалса çитме пулать-и?
— Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, алкоголизм вăраха каякан чирсен шутне кĕрет. Шел пулин те, вăл пуçланса кайсан, яланлăхах. Алкоголизм чирĕпе чирлекенсем умĕнче пĕтĕмпе те икĕ çул: е эрех-сăра пачах ĕçме пăрахса урă пурнăçпа пурăнма пуçламалла, е эрех ĕçсе этем ретĕнчен тухса кайса пурăнмалла. Алкоголизм чирĕпе чирлекен çын нихăçан та сывă çынсем пек эрех виçеллĕ ĕçме вĕренеймест. Чиртен пĕтĕмпех сывалса çитме çук, ăна чарма кăна пулать. Чире чарас тесен вара ĕçме пăрахса малашне пĕр тумлам та эрех ĕçмелле мар. Ĕçме чарăнма çăмăл мар, нумай çул ĕçсе пурăннă хыççăн урă пурнăçпа пурăнма вĕренме тата йывăртарах. Алкоголик кашни сăлтавпа тата сăлтавсăрах ĕçсе пурăнма хăнăхать, ĕçме чарăнсассăн пурнăç кичем, тунсăх пек туйăнать, ăна çынпа калаçма та йывăр. Алкоголизм чирĕпе чирлекен çынна эрех ĕçмесĕр пурăнма питĕ йывăр, çавăнпа çывăх çыннисен унпа юнашар пулма тăрăшмалла, ăна пулăшмалла. Специалистсем патне кайса вăхăтра канашламалла, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе сипленмелле. Эрех вырăнне урăхла интерессем тупса пурнăçа улăштармалла.
— Алкоголизм чирĕнчен сывалас текен çынсене мĕн сунатăр?
— Пĕр çĕнтерĕве те пурнăçра çăмăллăн çĕнсе илме пулмасть. Уйрăмах çынна хă-йĕнпе кĕрешме йывăр. Ĕненĕр: ĕçме пăрахса урă пурнăçпа пурăнма вĕренсен сирĕн пурнăç тĕпренех улшăнĕ, çемьере савăнăç, килĕшÿ пуçланĕ. Эсир пурнăç çине урăхла куçпа пăхма, хăвăра хисеплеме пуçлăр. Кашни çынна пурнăç пĕрре кăна панă, çавăнпа ăна çемьепе, ачасемпе йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Урă пурнăç кашни çыншăн яланхи йăла пулмалла. Хăвăра упрăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *