Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă линейка хыççăн Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче тĕлпулу иртрĕ. Çакна Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пуçарса янă «Классные встречи» проектпа килĕшÿллĕн йĕркелерĕç. Кунта шкул ачисем паллă çынсемпе паллашма тата вĕсене ыйтусем пама пултараççĕ.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнче çак шкула чăвашсен паллă блогерĕ Александр Яшков Богатырь/ килсе çитрĕ. Тĕлпулăва пресс-центрăн волонтерĕ Аня Матросова йĕркелесе ертсе пычĕ. Калаçăва чăн малтанах Александр ăçтан, мĕнле çемьере çуралса ÿсни çинчен пуçларĕ. Чăваш ялĕнче çуралса ÿссен те тĕрлĕ енлĕ аталанма пулать иккен. Акă Александр кашни кун социаллă сетьсене хăй мĕн туни çинчен постсем, сăнÿкерчĕксем, видеосем лартатăп тесе ĕмĕтленнĕ. Çакăнтан пуçланса кайнă та блогер ĕçĕ. Ытларах видеосене ял пурнăçĕ çинчен ÿкерет, мĕншĕн тесен кашниех ял пурнăçĕпе кăсăкланать. Вĕсене пăхакансен шучĕ те пысăк.
Блогерăн пĕрремĕш тĕллевĕ хăйĕн çуралнă кунне ют çĕршывра паллă тăвасси пулнă. Çакăнтан пуçланса кайнă та çулçÿреве тухасси. Хальлĕхе Эстонире, Мальтăра, Латвире, Литвара, Белоруссире, Норвегире, Италире, Парижра, Мадридра, Римра, Казахстанра пулса курнă. Чăвашсем Эстонире пурăнни çинчен те пĕлтерчĕ. Ачасен блогер пулас шухăш çуралчĕ пулсан, вĕсен чи малтанах вăтанмалла мар тата сăн ÿкерме ÿркенмелле мар.
Калаçăва залра ларакансем те хастар хутшăнчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Паллă хăнана тав туса шкул ачисем Александр Яшков юрлакан юрра шăрантарса ташларĕç. Юлашкинчен асăнмалăх сăнÿкерчĕк турĕç.
А.МАТРОСОВА.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ.