Пятница, 19 апреля

Тĕлпулу кăмăла çĕклерĕ

Историрен пĕлетпĕр ĕнтĕ, Совет Союзĕ хăрушă вăрçăра фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн çак çĕршывра тата унпа пĕр шухăшлă пулса çапăçнă патшалăхсенче Совет Çарĕн ятарлă ушкăнне хăварнă. Ун умне питĕ пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем тăратнă: вăрçа выляса янă çĕршывсенче йĕркене тытса пырасси, мирпе тăнăçлăха сыхласси. Çак ушкăнра тĕрлĕ çулсенче пурĕ 8,5 миллион совет гражданĕ службăра тăнă. 1994 çулхи августăн 31-мĕшĕнче совет çарĕсене Хĕвеланăçри çĕршывсенчен пĕтĕмпех илсе тухнă.
Çак паллă кунранпа кăçал 25 çул çитнĕ май пирĕн районта та ятарлă мероприяти иртрĕ. Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă ветеран-салтаксем палăртнă кун Комсомольскинчи Мухтав монуменчĕ умĕнче пуçтарăнчĕç. Унта «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского договора» обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи, запасри полковник Валерий Степанов тата унăн заместителĕ, хамăр ентеш, запасри подполковник Юрий Филиппов хутшăнчĕç. Ветерансем митингра йышлăн тухса калаçрĕç, хĕсметре тăнă вăхăтсене аса илчĕç.
Унтан вĕсем «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне çул тытрĕç. Унта вĕсене ФСК директорĕ Е.А.Тихонов ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ĕнерхи салтаксем тĕрлĕ енлĕн тупăшса хăйсен вăй-халне тĕрĕслерĕç. Пневматика винтовкинчен тĕл пересси, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарасси, 100 метра чупасси, турник çинче туртăнасси, шашка-шахматла вылясси — кашни ăмăртăвах питĕ хĕрÿ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
— Пĕрле тĕл пулса калаçни, хĕсметри вăхăтсене аса илни, ăмăртусене хутшăнни кăмăла çĕклерĕ. Малашне тата та çакăн пек тĕлпулусем ирттересчĕ, — палăртрĕç мероприятие хутшăннисем.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *