Ачасене ăнланма пĕлмелле

Пирĕн районта çуралса ÿснĕ ентешсем Чăваш Республикин тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен ырă ĕçĕсемпе чапа тухнă. Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Кузьмина та вĕсен шутне кĕрет. Вăл чунĕ ыйтнипе учитель профессине суйласа илсе нумай çул ачасене пĕлÿ парас ĕçре тăрăшать.
Кузьминсен, Александра Гавриловнăпа Герман Николаевичăн, çемйинче 4-мĕш ача çуралсан ăна Людмила ят панă. Унăн ачалăхĕ нумай ачаллă çемьере иртнĕ, 6 пĕртăван пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, шкулта тăрăшса, лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ.
Люда шкулта вĕреннĕ чухнех учительсем унăн ертÿçĕ пултарулăхĕ пуррине асăрханă, çамрăк хĕре дружина совечĕн председателĕ пулма суйланă. Çак яваплă тивĕçе вăл темиçе çул хушши пурнăçланă, вĕренÿре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Шкул пĕтерсен Людмила учитель пулас ĕмĕтне пурнăçласа Ленин комсомолĕ ячĕллĕ Томск патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Унтан ăнăçлăн вĕренсе тухсан аслă пĕлÿллĕ специалист шкулта вăй хума пикеннĕ, кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Хамăр районти Хирти Явăш каччипе Владислав Агафоновпа вĕсем çемье çавăрнă.
Каярахпа пултаруллă педагог И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш чĕлхи учителĕ пулма професси хатĕрлевĕ витĕр тухнă. Шупашкарти 24-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Хăйĕн ĕçне вăл яланах пĕтĕм кăмăлтан пурнăçланă. Педагогика ĕçĕнчи пĕтĕмĕшле стажĕ Людмила Германовнан 36 çулпа танлашать.
Тăрăшуллă учителĕн Хисеп грамотисемпе Дипломсем чылай. Вăл «2014 çулхи чи лайăх обществăлла воспитатель» республика конкурсĕнче «Чĕрене ачасене паратăп» номинацире çĕнтернĕ. Л.Г.Агафонова — Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Унăн Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тата Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотисем те пур.
Агафоновсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнелесе ура çине тăратнă, 4 мăнукĕпе савăнса Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Людмила Германовна паянхи кун та шкулта вăй хурать.
— Ачасене питĕ юратнине пула çак профессие суйласа илнĕ çын çеç чăн-чăн учитель пулма пултарать. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама нумай кĕнеке вуласа тухни çеç çителĕксĕр, ачасен шухăш-кăмăлне ăнланма, кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Çапла çеç профессире çитĕнÿсем тума пулать, — тет пултаруллă вĕрентекен.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *