Ялсенче пахчасем ерипен пушанса пыраççĕ. Паян çынсем пикенсех çĕрулми кăларма тытăннă, кĕçех кишĕр тата чĕкĕнтĕр кăларма пуçлаççĕ. Типĕ те хĕвеллĕ кунпа кашниех туллин усă курасшăн. Юлашки вăхăтра вара ялсенче, район центрĕнче те каçсерен çунăк шăрши сарăлать. Çынсем çĕрулми аврисене çунтарма пуçларĕç пулмалла. Вĕсене çунтарма юраманнине никам та ăша хывасшăн мар. Çĕрулми аврисене купаласа çĕртмелле, тислĕке çавăрмалла. Ун пек усăллăрах. Пĕри те тепри тĕтĕм йăсăрлантарни вара пĕрре сывлăша варалать, тепре пушар хăрушлăхне пысăклатать. Çĕрулми аврисене ялсенче вырнаçтарнă контейнерсене те пăрахма юрамасть. Уншăн хуçан явап тытма тивĕ. Контейнер ещĕкĕсем хуçалăхран тухакан ăпăр-тапăр валли кăна. Çак кунсенче, тĕслĕхрен, ялсенче, район центрĕнче çĕнĕ йышши контейнерсене те вырнаçтарса лартрĕç.