Уй-хирте

Уй-хирте

Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11138 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Çакă пĕтĕмĕшле лаптăкăн 80 проценчĕпе танлашать. Чылай хуçалăхра вырмана вĕçленĕ те ĕнтĕ. Хальлĕхе йĕтемсене 30465 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç 27 центнерпа танлашать.
Çавăн пекех утăпа сенаж, силос хатĕрлес ĕç малалла пырать. Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 7077 тонна утă, 26510 тонна сенаж тата 1009 тонна силос янтăланă.
«Комсомольские овощи» агрофирмăра тата Самаринăн фермер хуçалăхĕнче çĕрулми кăлараççĕ. Ăна хальлĕхе 55 гектар çинчен кăларнă, вăтам тухăç 391 центнерпа танлашать.
Кĕрхи çĕртмене 2331 гектар çинче пурнăçланă. Чылай хуçалăх кĕрхи культурăсем акма тухнă. Хуçалăхсенче пурĕ 600 гектар çинче — кĕрхи тулă, 199 гектар çинче ыраш акса хăварнă та ĕнтĕ. Çак ĕçсем малалла пыраççĕ.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *