Урока йыхравлать шăнкăрав

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланни — питĕ хумхантаракан та савăнтаракан уяв. Уйрăмах пĕлÿ çурчĕн алăкне пĕрремĕш хут уçса кĕрекенсем çак куна тахçанах кĕтнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ шкул форми туянса якатса хунă, чечек çыххи хатĕрленĕ, ирпе ирех тăрса хăйсен сăн-сăпатне тирпей-илем кĕртнĕ… Сентябрĕн 2-мĕшĕнче районти шкулсенче ăс пухакансем пĕрремĕш шăнкăрав линейкине пуçтарăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне çитсе вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Кăçал çак шкулта пуçласа парта хушшине ларакансем — 52 ача. Александр Николаевич çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче лайăх паллăсемпе çеç вĕренме, хастарлăхпа палăрма сунчĕ.
Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова та вĕрентекенсен, шкул ачисен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, ачасене пĕлĕвĕсене тарăнлатма, маттур та хастар пулма сунчĕ.
Чи пултаруллă ачасене Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн алăкĕсене кăçал пуçласа 10 вĕренекен уçрĕ. Е.В.Иванова, Г.М.Феткуллина педагогсем вĕсене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарĕç. Ачасем шкула хавас кăмăлпа килни тÿрех курăнать: алăра тĕрлĕ тĕслĕ чечексен çыххи, сăн-питре йăл кулă, куçсем ялкăшаççĕ.
Шкул директорĕ А.А.Можаев вĕренекенсене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, чи маттуррисене Мухтав хучĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн методисчĕ А.В. Смирнова, Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин, «Кызыл сабанча» тата «Дубрава» хуçалăхсен ертÿçи М.Г.Шарафутдинов çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлама шкула килсе çитнĕ. Вĕсем ачасене тăрăшса вĕренме, малтан мала ăнтăлма, çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Шкул ачисем тата пĕрремĕш класа каякансем сăвăсем каласа, илемлĕ юрăсем шăрантарса пуçтарăннисене савăнтарчĕç. Янкăс саслă пĕрремĕш шăнкăрав хыççăн пурте парта хушшине вырнаçрĕç.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче кăçал 102 ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен 8-шĕ кăçал пуçласа шкул алăкĕсене уçать. Т.В.Тихонова учитель пĕрремĕш класс ачисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет. Савăнăçлă уява пуçласа чи малтанах шкул директорĕ А.С.Борисов вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ачасен ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче лайăх ĕлкĕрсе пынă ачасене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. «Рассвет» ЯХПК председателĕпе М.Р.Афанасьевпа «Заря» ЯХПК специалисчĕ В.М.Кузьмина çуллахи каникул вăхăтĕнче хуçалăхсенче тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă ачасене тав турĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çитĕнÿсем тума вăй-хал, ырлăх-сывлăх, тăрăшулăх сунчĕç.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн спорт залне кăçал тĕпрен юсаса илемлетнĕ. Çак ĕçсене Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕнче вăй хуракансем пурнăçланă. Организаци директорĕ В.В.Максимов шкул ачисене саламласа юсаса çĕнетнĕ спорт залĕнче хăйсен сывлăхне çирĕплетме, ăмăртусенче мала тухма сунчĕ, çăмхасем парнелерĕ. Спорт залĕ çав тери илемленнине, хăтлăланнине палăртрĕç вĕрентекенсемпе шкул ачисем.
Пĕлÿ кунĕ районти шкулсенче питĕ хаваслă иртрĕ. Çак кун çеç мар, шкулти кашни кун çакăн пек хаваслă та асра юлмалла пултăр, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуриншĕн те ăнăçлă, тухăçлă ирттĕр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *