Ветеран-пограничниксем пĕрремĕш слет-форумра

Нумаях пулмасть Хусан çывăхĕнчи «Бережок» кану базинче запасри чикĕ хуралçисен слет-форумĕ иртнĕ. Унта Раççейĕн 25 хулинчен тата нумай ялтан 200 ытла çын пуçтарăннă.
«Пограничное братство» организацин Тутарстан Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Альберт Сулейманов хăнасене ырă кăмăлпа, савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илнĕ. Чи малтанах Тăван çĕршывăн тĕрлĕ чиккисене хÿтĕленĕ запасри пограничниксем хăйсем пурăнакан регионсенчи ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Пирĕн районтан мероприятие Геннадий Филиппов ветеран-пограничник хутшăннă. Вăл районти чикĕ ветеранĕсен организацийĕ мĕнле ĕçленине видеоролик урлă кăтартса панă. Сăмах май, Г.Филиппов яланах обществăлла ĕç валли вăхăт тупма тăрăшать. Çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе те ĕçлет.
Малалла çарпа спорт ăмăртăвĕсем пуçланнă. Программăра тĕл пересси, çĕçĕ ывăтасси тата чăрмавсем витĕр тухасси пулнă. Тĕрлĕ çулхи пограничниксем вĕсене хаваспах хутшăннă. Мала тухнисене парнесем, Хисеп хучĕсем парса чысланă. Спорт мероприятийĕсен спонсорĕ Совет Союзĕн Геройĕ, 1969 çулта Дамански утравĕ çинчи хĕç-пăшаллă хирĕçĕве хутшăннă Юрий Бабанский генерал-лейтенант пулнă.
Запасри пограничниксем хушшинче юрă фестивалĕ те иртнĕ. Нумайăшĕ хăйсен илемлĕ сассисемпе итлекенсене савăнтарнă.
Юлашкинчен слет-форума хутшăнакансем тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ. 2006 çултанпа çар ретне тăракан каччăсене пограничниксен ретне илмеççĕ, контракт витĕр службăна каякансен çеç пограничник пулма май пур. Çавăнпа та çамрăк армеецсен юхăмне вăйлăрах аталантарас, патриотизмла воспитани парас енĕпе çине тăрсах вăй хумаллине палăртнă ĕнерхи пограничниксем. Запасри пограничниксем пурне те пĕрлештерсе тăракан пĕр организаци туса хума, малашне те çакăн пек тĕлпулусем ирттерме йышăннă.

П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *