Терроризм тĕнчере ан пултăр

Терроризм тĕнчере ан пултăр

Сентябрĕн 3-мĕшĕ — Раççей календарĕнчи паллă кун. 2005 çултан пуçласа çак кун Бесланти террор атакинче инкек курнисене асра тытса терроризма хирĕç кĕрешессинчи пĕр шухăшлăх кунне паллă тума тытăннă.
Кашниех пĕлет ĕнтĕ, терроризм — çын пурнăçне хăрушлăха кăларса тăратакан чи пысăк преступленисенчен пĕри. Террористсем влаçа хапсăнса пур мелпе те хăйсен тĕллевĕ патне талпăнаççĕ, çынсен психики çине витĕм кÿреççĕ, халăхра хăравçăлăх çуратаççĕ. Пусмăра хирĕç тăма пĕлмелле, ăна аталанма памалла мар. Çакă мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтерме шăпах çак куна анлăн паллă тума йышăннă та ĕнтĕ.
Сентябрĕн 3-мĕшĕнче террористсене пула инкеке лекнисене çеç мар, çăлав операцийĕсем вăхăтĕнче хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа пуçĕсене хунисене те аса илеççĕ. Раççейĕн тĕрлĕ ял-хулинче пурăнакансем çак кун палăксемпе мемориалсем патне çитеççĕ, чечексем килсе хураççĕ, траурлă мероприятисем йĕркелесе терактсенче инкек курнисене аса илеççĕ. Çак кун районти шкулсенче, библиотекăсенче, культура учрежденийĕсенче те калаçу сехечĕсем иртеççĕ.
Терроризма çĕнтерме пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та пĕтĕм халăхăн пĕрле кар тăмалла, террористсене хăйсен ирсĕр тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме памалла мар. Экстремизмпа террор тĕнчере ан пулччăр, мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнар.

Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *