Шурутра çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ

Районти Шурут тата Шурут-Нурăс çыннисен савăнăç — çитес вăхăтра культура çурчĕ хута каять. Çĕнĕ клуба ялсене аталантармалли патшалăх программипе килĕшÿллĕн тăваççĕ.
Малтанхи культура çуртне кивелсе юхăннăран 20 çул каяллах хупнă. Ун чухнех вырăнти артистсене Шурут шкулĕ хăй хÿттине илнĕ те паянхи кунчченех репетицисем, уявсем унта иртнĕ. Çĕнĕ клуба кивĕ шкул вырăнĕнче тăваççĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланă ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 14 миллион тенке яхăн. Паянхи кун тĕлне икĕ хутлă çурта хăпартнă, тăррине витнĕ, канализаци, шыв, газ кĕртнĕ. Çавăн пекех шалти ĕçсене пурнăçлама тытăннă.
Штукатурсем ĕçе пуçăннă, çав хушăрах чÿречесене лартма палăртнă. Тепĕр бригада вара клуб таврашне тирпей-илем кÿрес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ çуртра хăтлă та çутă пÿлĕмсем пулĕç. Кунтах вулав залĕ те вырнаçĕ.
Çĕнĕ клуб çурчĕн проекчĕ питĕ хăйнеевĕр. «Тепĕр чухне иртен-çÿренсем кунта мĕн пулассине чарăнсах тĕпчеççĕ», — теççĕ строительсем. Ялта пурăнакансем те хăйсен савăнăçне пытармаççĕ.
Шурут ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем те çĕнĕ çурта кĕрсе вырнаçасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Клуба декабрь уйăхĕнче туса пĕтермелле. Строительсем Çĕнĕ çул уявĕччен хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçлама шантараççĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *