Вторник, 16 апреля

Педагогсен сÿтсе явмалли чылай

Шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен, ачасем парта хушшине вырнаçса ларса пĕлÿ тĕнчине малалла кĕриччен нумай та юлмарĕ. Сивĕтсе пыракан çанталăк та кĕркунне çывхарса пыни, çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама вăхăт çитни çинчен систерет. Çавна май районти шкулсенче ĕçлекен педагогсем паянхи вĕренÿ тытăмĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явма, иртнĕ вĕренÿ çулне пĕтĕмлетсе çитес вĕренÿ çулĕ валли тĕллевсем палăртма çулсерен иртекен конференцие пуçтарăнчĕç.
Канашлăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин уйрăм начальникĕ Антон Ширшов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов хутшăнчĕç.
Тĕп докладпа район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Лариса Антонова тухса калаçрĕ. Вăл вĕренÿ тытă-мĕнчи çивĕч ыйтусене палăртрĕ, малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕ.
Паянхи кун тĕлне районти шкулсенче вĕренекенсене кĕтсе илме чылай ĕç туса ирттернĕ: классене юсаса çĕнетнĕ, сăрласа илемлетнĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсене юсама тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 17,6 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» регионаллă проектпа килĕшÿллĕн районти вĕренÿ организацийĕсене 2,5 миллион ытла тенкĕлĕх робототехникăна вĕрентмелли ятарлă хатĕрсем килнĕ. «Хальхи шкул» регионаллă проектпа килĕшÿллĕн Комсомольски 2-мĕш, Урмаел, Тукай Мишер вăтам шкулĕсенче вĕренÿ кабинечĕсене юсанă. Вĕсенче «Точка роста» вĕренÿ центрĕсем уçăлĕç.
Педагогсен ĕçне хакламалли енсенчен пĕри — ачасем экзаменсене мĕнле паллăсемпе тытни. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 9-мĕш класс пĕтерекенсем хушшинче пур экзамена та ăнăçлă тытнисен шучĕ ÿснĕ. Апла пулин те, 44 выпускник /17,6 процент/ экзаменсене пĕрремĕш хут панă чухне тĕрĕслев витĕр ăнăçлăн тухайман. Вĕсенчен 16-шĕ резерв тапхăрĕнче те çителĕклĕ балл пуçтарайман. 11-мĕш класс пĕтерекенсем çинчен калас пулсассăн, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма вĕсен Канаша, Шупашкара е çывăхри районсене кайма тивнĕ. Шел пулин те, 3 выпускника экзамен вăхăтĕнче телефонпа усă курнăшăн тĕрĕслеврен кăларса янă. Вăтам шкул пĕтерекенсем пĕтĕмĕшле 11 предметпа экзамен тытнă. Биологисĕр пуçне кашни предметпах вăтам балл республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Апла пулин те, ППЭре 90 ытла балл пуçтарнисем те пулнă.
Вĕренÿри çивĕч ыйтусем çинчен каланă май, Лариса Антонова кадрсем çинче те чарăнса тăчĕ. Çак ыйтăва татса пама «Земство учителĕ» программа тата шкул пĕтерекенсене тĕллевлĕ направленисемпе вĕренме яни пулăшасса шаннине пытармарĕ Лариса Макаровна.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов вĕренÿ тытăмĕнче вăй хуракансене çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕме, çитĕнÿсем тума сунчĕ. Çавăн пекех вăл паянхи кун тĕлне районти хăш-пĕр шкул ачасене йышăнма хатĕрленсех çитменнине палăртса çитменлĕхсене кĕске хушăра пĕтерме сĕнчĕ, çĕршывăн тата республикăн ертÿлĕхне, депутатсене вĕрентÿ тытăмне аталантарма укçа-тенкĕ уйăрса пулăшнăшăн тав турĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин уйрăм начальникĕ Антон Ширшов тата район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев педагогсене ăнăçлăн ĕçе пикенме, тĕллевсене пурнăçласа пыма, çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Конференцире чи маттур ĕçченсене ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Çав шутра: И.А.Андреева /»Рябинушка» ача сачĕн воспитателĕ/, Н.А.Вахитова /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/, Г.З.Гисматуллина /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/,  З.А. Зарипова  /Тукай  Мишер  вăтам  шкулĕ/,  В.В.Иванова  /Шурут вăтам шкулĕ/,  С.Н.Индюкова  /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Л.А.Катмакова /Асанкасси вăтам шкулĕ/, О.А.Кошкина/Нĕркеç вăтам шкулĕ/. Район администрацийĕн Хисеп грамотипе Р.Х.Адиеевăна /Урмаел вăтам шкулĕ/, В.Н.Алексеевăна /Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ/, А.А.Валитовăна /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Г.Н.Волковăна  /Комсомольски  2-мĕш  вăтам шкулĕ/, М.Н.Вороновăна /Нĕркеç  вăтам  шкулĕ/, Н.Г.Львовăна /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Н.М.Мышкинана /Шурут вăтам шкулĕ/, А.М.Рахматуллинана /Александровка тĕп шкулĕ/, А.С. Хабибуллинана /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ наградăларĕç.
Нĕркеç вăтам шкулĕн директорне Н.А.Петровăна, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директорне А.С.Борисова, Чĕчкен тĕп шкулĕн директорне А.Г.Гибатдиновăна «Единая Россия» партин регионаллă уйрăмĕн Тав хутне парса чысларĕç.
Çавăн пекех конференцире çитес вĕренÿ çулне чи лайăх хатĕрленнĕ шкулсемпе ача сачĕсене, районти спорт спартакиадинче мала тухнă вĕренÿ учрежденийĕсене те палăртса хăварчĕç.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче рай-онĕпе 2714 вĕренекен парта хушшине ларать. Çав шутра 273 ача пĕлÿ тĕнчин алăкне пĕрремĕш хут уçса кĕрет.
Паянхи кун тĕлне районти шкулсенче 347 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 35 çула çитменнисем 35-ĕн çеç /11,8 процент/. Учительсен вăтам ÿсĕмĕ 47 çулпа танлашать. Çавна май районти вĕренÿ организацийĕсенче çамрăк специалистсем çителĕксĕр пулни уççăн курăнать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Педагогсен сÿтсе явмалли чылай

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *