Четверг, 25 апреля

Хĕрлĕ кĕнекери чĕрчунсем

Ахаль шыв автанĕ /пастушок водяной/ — I категорие кĕрекен /хăрушлăхри/ тĕс. Кăвакарчăн пысăкăш вĕçенкайăк. Аçи сăрă-кăвак пĕсехеллĕ, хăмăр çурăмлă, хĕрлĕ куçлă, хĕрлĕ сăмсаллă. Ами хăмăр тĕслĕ, сарăрах сăмсаллă. Шурлăхлă йĕпе вырăнсенче йăва çавăрать. Чăваш Енре ăна Улатăр тата Комсомольски районĕсенче, Шупашкарта тата Атăл леш енче куракансем пулнă.
Караппăл /беркут/ — I категорие кĕрекен ?хăрушлăхри/ тĕс. Чи пысăк ăмăрткайăк. Кĕлетки — 76 — 93 сантиметр таран пулать, çуначĕсен сарлакăшĕ 180—240 сантиметра çитет. Пĕсехи тĕксĕм, çурăмĕ хăмăр, сăрă е хĕрлемес. Йăвине чи пысăк та сарлака йывăçсем çинче тăвать. Хир шăшийĕсене, карăксене, мулкачсене тата ытти пĕчĕк чĕрчунсене тытса çиет.
Сăпса хурчки /осоед обыкновенный/ — сайра тĕл пулакан, тискер вĕçенкайăк. Пĕсехи тĕттĕм хăмăртан пуçласа шурă таран. Кĕлетки 52—60 сантиметра çитет, çуначĕсен сарлакăшĕ — 135—150 сантиметр. Сăпсасемпе тĕкĕлтурасен личинкисемпе, урăх хурт-кăпшанкăсемпе, пĕчĕк вĕçенка-йăксемпе тата кăшлакан вĕтĕ чĕрчунсемпе тăранса пурăнать. Сăпса хурчкисем Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Красноармейски, Етĕрне, Вăрнар, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Улатăр, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче пур.
Хура хырăм /подуст волжский/ — сайра тĕл пулакан пулă. Симĕсрех сăрă çурăмлă, хĕрлĕрех çунатсемлĕ. Пуллăн чăвашла ячĕ хырăм çурхахĕ хура тĕслĕ пулнипе çыхăннă. Тăршшĕ — 20—25 сантиметр, йывăрăшĕ — 150—200 грамм. Чăваш Енре пулă Çавал, Кĕтне тата Сăр юханшывĕсенче пур.
Йÿçек пулă /горчак обыкновенный европейский/ — пысăках мар, карас пекрех пулă. Хуппи кăвакрах тĕслĕн çутатать. Майĕпен юхакан е вырăнта тăракан шывсене кăмăллать. 10 сантиметртан вăрăмах мар, ытларах чухне 4,5—6,5 сантиметр. Чăваш Енре Атăла, Сăра, Кĕтнене пĕвеленĕ вырăнсенче пурăнать.
Бронзовка /бронзовка зеленая/ — йăлтăртатакан симĕс тĕслĕ нăрă. Унăн тăршшĕ 23—28,7 миллиметра çитет. Хырăм айĕ те, урисем те симĕс тĕслĕ, кăшт кăвакраххăн та курăнма пултараççĕ. Хăвăллă юмансен, çăкасен çĕрĕк тĕшшинче пурăнать. Республикăра çак нăрра унта-кунта пĕрре çеç тĕл пулнă, çав шутра пирĕн районта та.
Оленек /оленек/ — сайра тĕл пулакан нăрă. Кĕлетки тăрăхла, 19—32 миллиметр. Хура тĕслĕ, йăлтăртатмасть. Урисем çинче аялта вăрăм сарă тĕксем пур. Личинкисем çĕрекен çулçăллă йывăçсем /юмансем, ăвăссем тата ытти те/ ăшĕнче 2—3 çул хушши аталанаççĕ. Чăваш Енре çак нăрра Сăр тăрăхĕнче, Улатăр, Комсомольски районĕсенче курнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *