Четверг, 25 апреля

Сайра тĕл пулаççĕ, пĕтме пултараççĕ

Сайра тĕл пулаççĕ, пĕтме пултараççĕ

Çынсем кунран-кун çутçанталăк çине ытларах та ытларах витĕм кÿреççĕ. Çавна пула Çĕр çинчи чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансен хăш-пĕр тĕсĕсем пĕтеççĕ е хăрушлăха кĕрсе ÿкеççĕ. Шкулти биологи урокĕсенчен ас тăватпăр ĕнтĕ: çутçанталăкри чĕрĕ организмсен кашни тĕсĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен тĕрлĕ ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Вăл е ку ÿсен-тăран Çĕр пичĕ çинчен çухални пĕтĕм экосистемăна улăштарать. Биологи тĕрлĕлĕхĕ пĕтсе пынă май пĕтĕм этемлĕх хăй те хăрушлăха кĕрсе ÿкме пултарать.
Çакна шута илсе ăсчахсем вăл е ку территорире сайра тĕл пулакан е пĕтме пултаракан чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансене тупса ятарлă Хĕрлĕ кĕнеке хатĕрленĕ. Унăн тĕллевĕ — çынсене асăрхаттарасси: çак кĕнекене кĕртнĕ чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансем — хăрушлăхра, апла пулсан, вĕсене упрама тăрăшмалла. Паян эпир хаçат вулаканĕсене пирĕн районта тĕл пулакан Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ хăш-пĕр ÿсен-тăрансемпе тата чĕрчунсемпе паллаштаратпăр. Палăртса хăварар: кунта эпир кашни тĕс çинчен каласа хăвараймăпăр. Тĕплĕнрех Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекинче вуласа пĕлме пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *