Республикăра пурăнакансем, хăнасем августăн 24-мĕшĕнче Шупашкар хули 550 çул тултарнине анлă паллă турĕç. Уявпа çыхăннă тĕп мероприятисем эрнипех иртрĕç. Кашнийĕ хăйĕн кăмăлне каякан мероприятие çитсе курчĕ. Курмалли, тĕлĕнмелли, паллашмалли чăннипех те нумай пулнă. Шупашкар тÿпинче «Вĕршĕнсем» /»Стрижи»/ тĕрлĕ фигурăсем туса вĕçнине пурте кăсăклансах пăхрĕç.
«Пултарулăх бульварĕ» арт-проект хула кунĕн хăйне евĕрлĕ визит карточки пулса тăчĕ. Хулан тĕп урамĕнче театр, спорт, кĕвĕ тата ытти тытăмри ăстаçăсем хăйсен пысăк тавракурăмĕпе паллаштарчĕç. Хулари предприятисемпе организацисем куравсем хатĕрленĕ çеç мар, мас-тер-классем те йĕркелерĕç.
Шупашкар 550 çул тултарнă ятпа ирттерекен мероприятисен программине «Ирхи зарядкăна — çăлтăрпа» уçрĕç. Унта паллă спортсменсем, ачасем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, хăнасем хутшăнчĕç. Çак йышра вара районти фитнес аэробика ушкăнне çÿрекенсем те пулчĕç. Мария Долгова тренерпа ачасем унта кашни çулах хутшăнаççĕ. Пурте пĕрле хусканса кăмăла уçнине тата мĕн çиттĕр;
Сăмсана кăтăклакан апат шăрши тĕп хуламăр юбилейне уявлама пухăннă халăха Анне палăкĕ патне илĕртсе йыхравларĕ. Кунта «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестиваль уçăлчĕ. Уява пухăннисене, фестивале хутшăнса ăсталăхне кăтартас тĕллевлисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Кубăран килнĕ сумлă хăнасем саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Республика тăрăхĕнчи, Тюмень облаçĕнчен, Пермь крайĕнчен, Пушкăртран, Саха-Якутирен, Мускав, Питĕр хулисенчен, ытти регионтан килнĕ 30 ытла команда, общество апатланăвĕн организацийĕсен представителĕсем ĕçе пикенчĕç. Вĕсен тĕллевĕ — Шупашкар çыннисене чăваш апачĕ хатĕрлесе тĕлĕнтересси. Уйрăмах кăсăкли кунта — какай шÿрпи пĕçерекенсен тупăшăвĕ. Техĕмлĕ шÿрпепе кайран уява килнисене те сăйларĕç. Çавăн пекех фестиваль хăнисем хăйсем те чăваш халăх апачĕсене пĕçерме вĕренчĕç. Çак тĕллевпе ятарлă ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ те. Фестивале курма килнисем тĕрлĕ конкурс-тупăшăва хутшăнса парнесем çĕнсе илме те пултарчĕç. Тĕрлĕ курав, сувенирсемпе сутă тăвакан лавккасем ĕçлерĕç. Республикăри пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Чăннипех те пысăк уяв пулчĕ çак кун. Тĕп хуламăр уявĕнчен Комсомольски районĕн çыннисем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестивале хутшăнчĕç. Выставкăпа паллашакансем райпо, «Хлебозавод» ООО, «Кооператор» производство комбиначĕн продукцине, Комсомольскинчи сĕт-çу комбиначĕн юр-варне тата пыла хапăлласах туянчĕç. Çавăн пекех Аслă Чурачăкри Вадим Шипатовăн тимĕр-тăмăртан тĕлĕнмелле ăсталама пултарнă япалисемпе те кăсăкланчĕç. Республикăра кун евĕр кÿлепесем ăсталакансем тата пур-ши? Мĕн чухлĕ сăнÿкерчĕксем тумарĕç пулĕ унта. Гульнара Зарипова, Рушания Зинатуллина, Зинаида Киргизова, Алина Афанасьева ăстаçăсен ĕçĕсене те кашниех тĕлĕнсе пăхрĕ. Каçал тăрăхĕнче юрра-ташша пит ăста çынсем пурăннине те курса хакларĕç. Каçалсем кĕске вăхăт хушши пынă концертра хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартса пама пултарчĕç. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ку- пăсçисем, «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ, Марина Волкова, Ольга Буслаева юрăçсем, «Островок» ташă ушкăнĕ, фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсем, культура ĕçченĕсем пулчĕç сцена çинче. Чăвашĕ, тутарĕ, вырăсĕ илемлĕрен те илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, саркаланса ташларĕç.
Хула уявĕнче пурте пĕрле савăннине тата мĕн çиттĕр;
А.АНТОНОВА.