Четверг, 25 апреля

Çĕнĕ контейнерсем илсе килнĕ

Чăваш Республики «Экологи» наци проектне пурнăçласа йăлари хытă каяшсене тирпейлес ĕçе çĕнĕ майпа пурнăçласси çине куçрĕ. Çак наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хытă каяшсене çĕнĕлле тирпейлеме çеç мар, свалкăсене пĕтерме, çынсене пахалăхлă таса шывпа тивĕçтерме палăртнă. Проектăн тĕп тĕллевĕ — граждансен пурнăç пахалăхне ÿстересси тата сывлăхне çирĕплетесси.
Пурĕ 6900 ытла çÿп-çап контейнерĕ туянма республика бюджетĕнчен 87 миллион тенкĕ уйăрнă. Пирĕн района çак проектпа килĕшÿллĕн çĕнĕ 156 евроконтейнер турттарса килнĕ. Вĕсене çĕнĕ контейнер площадкисене вырнаçтарса лартĕç. Çакăн пек площадкăсем ăсталаса лартнине ялсенче пурăнакансем асăрханах ĕнтĕ. Вĕсем аякранах курăнса лараççĕ.
Евроконтейнерсем икĕ тĕслĕ — кăвак тата симĕс. Çакă малашне йăлари хыт каяшăн тĕрлĕ тĕсĕсене уйрăммăн пуçтарма палăртнипе çыхăннă. Контейнерсем часах ялсене çитĕç.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *