Вторник, 7 февраля

Вырмара кашни минут хаклă

Районти хуçалăхсемшĕн халĕ питĕ хĕрÿ тапхăр — вырма — пырать. Ăнса пулнă тырра вăхăтра пухса кĕртесси — малти вырăнта, çавăнпа та ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем халĕ кашни самантпа тухăçлăн усă курасшăн.
«Луч» ЯХПКн уй-хирĕсенче те ĕç вĕресе çеç тăрать. Эпир хуçалăха çитсе кĕнĕ кунхине Виталий Шорников, Анатолий Егоров тата Виктор Сидоров хăватлă комбайнсемпе çурхи тулла выратчĕç.
— Çуркунне эпир «Ульяновская 105» элитăллă вăрлăх туянса ăна 66 гектар çинче акса хăвартăмăр. Кăçалхи çанталăк калчасене лайăх çитĕнме пĕтĕм услови туса пачĕ. Çумăрĕсем те вăхăтлă çурĕç, ытлашши шăрăх та аптăратмарĕ. Çавна май çурхи тулă ăнса пулчĕ. Пучахĕсем шултра, çак тырра вăрлăх валли упрама хăварсан аван пулмалла, — уçать шухăшне ЯХПК председателĕ Анатолий Семенов.
«Лучсен» тĕш-тырă лаптăкĕсем 650 гектарпа танлашаççĕ. Çав шутра 350 гектар çинче — çурхи тулă, 250 гектар çинче — урпа, 50 гектар çинче сĕлĕ çитĕнет. Хальлĕхе 400 ытла гектар çинчи «сарă ылтăна» пуçтарса та кĕртнĕ ĕнтĕ. Вăтам тухăç 28 центнерпа танлашать. Çанталăк лайăх тăрсан вырмана вĕçлесе те пырĕç хуçалăхра. Çакă ĕçлекенсем питĕ тăрăшуллă та хастар пулнипе те çыхăннă ĕнтĕ.
Валерий Красновпа Александр Филиппов водительсем тырра хиртен йĕтем çине турттарса тăраççĕ. Йĕтем çинче икĕ бригадăн ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Сергей Кадыковпа Александр Козлов водительсем сăвăрнă хыççăн «сарă ылтăна» складсене турттараççĕ.
Вырма вăхăтĕнче кашни минут хаклă пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çакна шута илсе ЯХПК ĕçченĕсене хиртех апатлантарассине йĕркеленĕ. Ку ĕçре Ираида Александрова тăрăшать. Вăл кунне икĕ хутчен тутлă апат янтăласа ĕçченсене апатлантарать.
Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те ĕçсем пыраççĕ. Сергей Андреев иккĕмĕш хут çулнă утта преслать, Николай Леонтьев утта пуçтарса кĕртет.
— Ферма валли выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Халĕ хамăрăн ĕçченсене утă-улăм валеçетпĕр, — паллаштарать лару-тăрупа Анатолий Васильевич Семенов.
Çавăн пекех «Лучсем» 70 гектар çинче куккурус çитĕнтернĕ. Вăл та кăçал питĕ ăнса пулнă, темĕн çÿллĕш кашласа ларать. Çывăх вăхăтра куккурус хирĕнче те ĕçсем пуçланĕç.
Вырмана пĕтернĕ çĕре кĕрхи акана тухма вăхăт çитет. Ку енĕпе те хуçалăхра тăрăшакансем пикенсех ĕçлеççĕ. Кĕркунне акса хăварма вăрлăх çителĕклĕ янтăланă, çĕр хатĕрленĕ. Паян-ыранах акана тухма пулать.
— Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр нимĕн те пулмасть, паллах. Хĕрÿ вăхăтра ларса канма та вăхăт çук. Пирĕн хуçалăхра ĕçлекенсем пурте маттур, тăрăшуллă. Кашниех хăйне шанса панă тивĕçсене туллин пурнăçлать. Ĕçленине кура кăçал тухăçĕ те савăнтарать, — пĕтĕмлетет хуçалăх ертÿçи.
Çапла, тăрăшмасăр тар тухмасть, тар тухмасăр тыр пулмасть, тенĕ халăхра. Хуçалăх ĕçченĕсене пур ĕçе те вăхăтра туса ĕлкĕрме, пÿлмесем тулли пуян тухăç пуçтарса кĕртме сунатпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *