Вторник, 16 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 26-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9003 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ, çакă вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 63 проценчĕ чухлĕ. Йĕтемсене 24350 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç 27 центнерпа танлашать. «Родина», Атласкинăн, Хайртдиновăн, Прокопьевăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсенче вара вырмана вĕçленĕ.
Çавăн пекех утăпа сенаж, силос хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Тунтикун тĕлне хуçалăхсенче 6958 тонна утă, 26510 тонна сенаж тата 1009 тонна силос янтăланă.
Ир пулакан çĕрулмине «Слава картофелю» агрофирма кăларма пикеннĕ. Ăна хальлĕхе 30 гектар çинчен кăларнă, вăтам тухăç — 350 центнер. Çĕртмене 1426 гектар çинче пурнăçланă.
Август вĕçĕ — сентябрь пуçламăшĕ — кĕрхи культурăсене акмалли чи лайăх тапхăр. Асăннă кун тĕлне ку ĕçе «Асаново» ЯХПКра 20 гектар çинче пурнăçланă.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *