Суббота, 4 февраля

Тĕп хулан — уяв

Кăмăла çĕклекен юрă-кĕвĕпе, хăнасен  савăк йăл куллипе, ачасен савăнăçлă çуйхашăвĕпе августăн 17-мĕшĕнче Шупашкар тĕп хулин 550 çулхи юбилейне халалланă меро-приятисем пуçланчĕç. Уявсем çак эрнере татах та палăрмалла иртеççĕ. Акă,  августăн  24-мĕшĕнче Шупашкар çыннисем флайбордистсен пултарулăхĕпе киленме пултарĕç.

 

Флайбордистсен «Летающие люди» шоу-ушкăнĕн трюкĕ-                 сене курса киленме интереслĕ пулĕ.

Шыв тата пиротехника асамлăхĕ, шыв çинчи акробатсем — çапларах пулĕ программа. Пилотсем 15 метра çĕкленсе илсе шыв авăрне путĕç. Вĕсен хусканăвне çутă вылявĕ илемлетĕ, пуянлатĕ,  асамлатĕ. Программăна икĕ пая уйăрĕç: кăнтăрлахине тата каçхине.  Куракансене шоу-ушкăн çурла уйăхĕн                      24-мĕшĕнче кăнтăрла 10 сехет те 30 минутра савăнтарĕ, каçхине — 20 сехетре. Шоу-программа Шупашкарăн Атăл кÿлмекĕнче,  Юрă уйĕ патĕнче,  иртĕ.

Çавăн пекех  хăнасем шăматкун «Çăлтăрпа — зарядкăна» хутшăнма, «Шупашкар — ĕç мухтавĕн хули»,   «Хăнасене тарават Чăваш  Ен» фестивальсене, Турецкий хорĕн концертне, уяв фейерверкне  курса киленме пултараççĕ. Кăнтăрла 12 сехетре вара пурте «Стрижи» пилот ушкăнĕ йĕркелекен  авиа-шоуна пăхса киленĕç.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *