Раççей Патшалăх ялавĕн кунĕ — паллă кун

Çĕршывĕпе паллă тăвакан уява пирĕн районта та кашни çулах уявлаççĕ.

Акă, августăн  21-мĕшĕнче çăмăл атлетсен чупăвне йĕркелерĕç. Унăн пуçаруçисем — районти культура ĕçченĕсем. Асăннă чупу Шурут ялĕнче старт илсе  Тукай, Чĕчкен, Урмаел тата Комсомольски ял тăрăхĕсенче малалла тăсăлчĕ. Раççей ялавĕн кунне паллă тума ял çыннисем те  хастар хутшăнчĕç. Спортпа туслисене шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялав вĕлкĕшсе пынипе аякранах палласа илме пулать.

Раççей Патшалăх ялавĕн кунĕнче уяв малалла тăсăлчĕ. Район центрĕнчи паркра хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ.  Фитнес-аэробика  федерацийĕн воспитанникĕсем ?ертÿçи Мария Долгова/ курма килнисене спорт ташшисемпе савăнтарчĕç. Культура ĕçченĕсем юрлакан юрра тата  гимна çынсем пĕрле юрларĕç.

Паллă кун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Краснов   Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен документа — паспорта —  14 çул тултарнă арçын ачасене парса чысларĕ. Районти нумай ачаллă  9 çемьене сертификат парса саламларĕç.

Раççей çĕршывĕпе мухтанар, ăна хисеплер, юратар!

 

А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *