Четверг, 25 апреля

Техника хăватлă, ĕçлекенсем çителĕклĕ

Техника хăватлă, ĕçлекенсем çителĕклĕ

 

Уй-хир ĕçченĕсемшĕн çулпа çул пĕр килмест. Пĕр çулхине чарăнми çумăрсем чашлаттарса уйсене ытлашшипех йĕпетеççĕ, тепĕр çулхине çăвĕпе шăрăх çанталăк тăрса пĕтĕм калчасене çунтарать, тепрехинче вара ăнса пулнă тырра хăвăртрах пуçтарса кĕртме çумăр йĕпетсех тăни ура хурать. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çанталăкăн кăмăлĕ выляннине хăнăхнă ĕнтĕ. Епле пулсан та вырмана ытлашшипе тăсса ярас мар, «сарă ылтăна» вăхăтра пÿлмесене кĕртес тесе ирĕн-каçăн вăй хураççĕ вĕсем хальхи уяр кунсенче.

Алексей ЕРШОВ:

«Хуçалăхра питĕ тăрăшуллă çынсем вăй хураççĕ. Пĕр вăхăтрах темиçе çĕрте ĕç вĕрет: пирĕн ĕçченсем выраççĕ те, утă та çулаççĕ, улăм та преслаççĕ, виçĕ йĕтемре тырра алласа тасатаççĕ…»

«Урожай» колхозăн уйĕсене çитсе кĕрсенех ĕç шавĕ хăлхана хуплать. Мăнаçлă уй-хир карапĕсем умлăн-хыçлăн карталанса урпа хирĕ тăрăх ярăнаççĕ, пĕрин хыççăн тепри тулнă бункерсене пушатса малалла васкаççĕ. Пĕр самант канса илме те вăхăт çук комбайнерсен. Пĕртăван Владиславпа Сергей Мышкинсем тата Геннадий Шакмаков «Палессе» маркăллă хир карапĕсене итлеттерсе пулса çитнĕ урпана выраççĕ. Владимир Тарасовпа Петр Карлинов комбайнерсем ку ĕçе пулăшуçăсемпе — хăйсен ывăлĕсемпе Алексейпе тата Александрпа пĕрле пурнăçлаççĕ. Минтагир Сайфуллов, Анатолий Каторгин, Геннадий Каторгин, Максим Павлов водительсем тырра йĕтемсене турттараççĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем хуçалăхра аванах пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Вĕсене 1535 гектар çинче çитĕнтернĕ.

— Кăçалхи çанталăка пула кĕрхи культурăсен пысăк лаптăкĕ — 266 гектар — хĕл каçаймарĕ. Калчасем пĕтнĕ лаптăксене çуркунне çĕнĕрен  акма тиврĕ. Ку, паллах, пире аванах тăкак кÿчĕ, — пĕлтерет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Иван Киргизов.

164 гектар çинче çитĕннĕ кĕрхи тулла паянхи кун тĕлне йăлтах пуçтарса кĕртнĕ. Урпа пĕтĕмĕшле 481 гектар йышăнать. Хальлĕхе ăна 300 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ. Унсăр пуçне хуçалăхра 580 гектар çинче — çурхи тулă, 290 гектар çинче — сĕлĕ çитĕнтернĕ. Çак хирсенче те çывăх вăхăтра вырма ĕçĕсем пуçланĕç. Кăçалхи вăтам тухăç аваннине палăртрĕ Иван Александрович. Паянхи кун тĕлне кашни гектартан вăтамран 30,1 центнер тырă пухса кĕртеççĕ «Урожайсем».

Йĕтем çинче те ĕç вĕресе çеç тăрать. Унта виçĕ бригада ĕçченĕсем лара-тăра пĕлмесĕр уйран кĕнĕ тырра  аллаççĕ, тасатаççĕ, çавăн пекех кĕркунне акса хăварма вăрлăх хатĕрлеççĕ.

Владислав Мышкин, Илья Аюков, Александр Тарасов, Геннадий Долгов, Сергей Волков, Николай Пыркин, Владимир Спиридонов трактористсем те хирте пикенсех ĕçлеççĕ. Вĕсем çĕртме тăваççĕ, çĕрсене кĕрхи культурăсене акма хатĕрлеççĕ. Хальлĕхе çак ĕçсене 450 гектар çинче пурнăçланă.

Çу кунĕнче хĕле валли выльăх апачĕ хатĕрлесси  те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăхра пурĕ 4476 тонна сенаж, 300 тонна утă янтăланă. Выльăх апачĕ хатĕрлес  ĕçсем паянхи кун та малалла пыраççĕ. Сергей Смирнов нумай çул ÿсекен курăксене çулать.

Владимир Мунтайкин вара утта тата улăма преслать.  

— Пур енĕпе те ĕлкĕрсе пыма тăрăшатпăр. Техника хăватлă, ĕçлекен алăсем çителĕклĕ. Хĕрÿ тапхăрта ĕçлемелле те ĕçлемелле: канса ларма вăхăт çук, — пĕтĕмлетет «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Никифорович Ершов.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *