Качăр-качăр качака,
Кукăр-кукăр мăйрака,
Кĕнĕ кайнă пахчана,
Çинĕ тутлă кăшмана.
Çак сăвă йĕркисене нума-йăшĕ ача чухне пăхмасăр калама вĕреннĕ ĕнтĕ. Паянхи кун та сăвăра çырса кăтартнă пек ÿкерчĕке ялсенче час-часах курма пулать. Качака — пуçтах выльăх. Вăл ним те мар çÿллех мар карта урлă сиксе каçса пахчара тустарса çÿреме е картаран усăнса тăракан йывăç турачĕсене кăшлама пултарать.
Район центрĕнче пурăнакансем те çак выльăхпа кăмăлсăрланнине редакцие пырса пĕлтерчĕç. Комсомольски ялĕн урамĕсенче пуçтахланса çÿрекен качакасем пахчасене кĕрсе каяççĕ иккен, пахча çимĕçсене, йывăç-тĕмсене кăшлаççĕ. Ăçта-ши вĕсен хуçисем; Мĕншĕн вĕсене урама çакăн пек ирĕклĕн çÿреме кăларса яраççĕ; Çăвĕпе тăрăшса çитĕнтернĕ, çумран тасатса тăнă пахча çимĕç йăранĕсене сухаллă каçăр чĕр чунсене таптаттарса, кăшлаттарса пĕтерес килмест паллах. Качакасен хуçисем хăйсен выльăхĕсене тимлессе, урам тăрăх ирĕклĕн çÿреме чарасса шанас килет.