Пятница, 26 апреля

Акцие хутшăн!

Акцие хутшăн!

Район администрацийĕ «Çамрăк» операципе килĕшÿллĕн «Вĕренме кайма пулăш» акци ирттерет.

Акцие çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче социаллă пулăшу кирлĕ çемьесене тупса палăртас, çавăн пекех вĕренмен çул çитмен ачасене вĕренÿ учрежденийĕсене вырнаçтарас тĕллевпе пуçарнă. Уйрăмах  йывăрлăха лекнĕ çемьесене тимлĕх уйăраççĕ.

Çак акцие районти кашни çын тÿпе хывма пултарать.

Кăмăл тăвакансем шкул хатĕрĕсене, япаласене район администрацийĕн 52, 12-мĕш пÿлĕмĕсене илсе килсе пама пултараççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8?83539/ 5-14-85, 5-10-02.

Пурте пĕрле  йывăр лару-тăрури        çемьесене пулăшар!

С.ДМИТРИЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *