Пятница, 26 апреля

Пыл хурчĕсем пекех ĕçчен

Пыл хурчĕсем пекех ĕçчен

Кăн-кăвак та янкăр тÿпери сар хĕвел çĕр çине хăйĕн ăшă хĕлхемĕсене сапалать. Унта та, кунта чечексем çинче ĕçчен пыл хурчĕсем чечек шăркийĕ пухаççĕ. Тĕслĕхрен, 100 грамм пыл тумашкăн вĕлле хурчĕ 100 пин чечек çинчен шăрка пухать. Çак хуртсен ĕçĕпе киленсе эпĕ Çĕнĕ Мăрат тăрăхĕнчи пĕр утара çитсе куртăм. Кунта йĕри-тавра хутăш вăрман. Утара çитиччен хуртсене валли ятарласа курăк акнă. Утарта вĕллесем хушшинче улмуççисем, груша, слива, оливка йывăçĕсем ÿсеççĕ. Сывлăшĕ тата мĕнле уçă;  Кунти сывлăшпа чирлĕ çын та сывалĕ.  Çак ĕçчен  вĕлле хурчĕсемпе илемлĕ çутçанталăк хуçи  — Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан хурт-хăмăр ăсти Николай Михайлович Шуряшкин.

Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç Шуряшкинсен çемйинче йăхран йăха тăсăлать. Ашшĕ йывăр чирлесе ÿкнĕ пирки 2010 çулта  çак ĕçе çемьере Николая шанса панă. Ачаранах ашшĕпе пĕрле хурт-хăмăр патĕнче  пулăшса, ĕçе хăнăхса пыни çамрăк çыншăн сая кайман, унăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ  пурнăçланнă.  Сăмах май, каччă хурт-хăмăр ĕрчетме пикениччен маларах Йĕпреç районне кĕрекен  Хумри Выçли лесничествинче 10 çул лесникре, йывăç ĕрчетекен çĕрте ĕçленĕ. Кунта вăл ашшĕ  — Михаил Никитич Шуряшкин тивĕçлĕ канăва кайсан, унăн ĕçне малалла аталантарас тесе ĕçлеме тытăннă. Вăрман ĕçĕнче Николайăн ашшĕ 34 çул вăй хунă. Вăрман хуçалăхне аталантарассишĕн вăл ырми-канми тăрăшнă. Мĕн чухлĕ хыр, хурăн, çăка, юман йывăççи лартман-ши; Николайăн ашшĕпе амăшĕ Елена Васильевнăпа Михаил Никитич  9 тĕпренчĕкне кун çути парнеленĕ. Вĕсем ачисене тĕрĕс воспитани парса, яланах кирлĕ ĕç суйласа илсе çынсене ырă тума, пурнăçăн анлă çулĕ çинче çирĕппĕн утма вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра  ачисем пурте тĕрлĕ  хуласенче, ялсенче хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.

Паллах, вăрман ĕçĕ  пĕрре те  çăмăл мар, анчах та каччă вăрман хуçалăхĕн ĕçне чунтан парăнса та юратса пурнăçланă.

— Вăрмана каснипе çеç мар, унăн çÿппи-çаппине те тасатмалла, пушаннă вырăнсене çĕнĕ йывăç калчисем лартса ÿстермелле. Вăрман хуçалăхĕ хыр, юман сывлăшĕпе сывлать пулсан, питĕ те лайăх пулмалла, — терĕ калаçăва тăснă май Н.Шуряшкин.

2008 çулта лесниксен шутне чакарнă. Вĕсен хушшинче Николай та пулнă. Ун хыççăн вăл 2 çул Сахалинта та ĕçленĕ. Анчах та тăван ял урамĕсем, çутçанталăк илемĕ ăна тăван  тăрăха каялла килме  хистенĕ. Мĕнле калаççĕ-ха: «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă». Каччăн пурнăçĕ те çавăн пекех пулса тухнă. Шăпа ăна хурт-хăмăрпа ĕçлеме явăçтарнă. Паянхи кун Николай вăтам вырăс хурчĕсене ĕрчетет. Хуртсем валли ятарласа пĕр çĕр лаптăкĕ çинче фацелипе мордовник чечекĕ акнă.

— Эпĕ паянхи кун хама çут-çанталăк ытамĕнче  пурăнатăп тесе шутлатăп. Аллă çула çывхаратăп пулсан та, çемье çавăрман-ха. Хам килĕштерекен хĕрсем пулнă, анчах вĕсем ялти пурнăçа сивлеççĕ. Эпĕ вара чĕрчунсене, çутçанталăка юрататăп. Хам çутçанталăк илемне юратнă пирки çак хурт-хăмăр тĕнчине лекрĕм. Пыл хурчĕсем манăн чĕрере пысăк вырăн йышăнаççĕ. Уçласа илнĕ пыла Чĕмпĕр тата Ленинград облаçĕсене ăсататăп. Паллах, хуртсене ĕрчетнĕ чух чăрмавĕсем те тупăнса пыраççĕ.  Колхоз уйĕсем юнашар пулнă пирки ял хуçалăхĕнче тыр-пула тĕрлĕ им-çамсемпе сапаççĕ. Çавăн пирки хуртсем шар кураççĕ. Вĕлле хурчĕсем тирпейлĕхпе тасалăха юратаççĕ. Вĕсем пирус шăршине, эрех ĕçнине чăтма пултараймаççĕ. Вĕллене ача пек пăхмалла. Кун та, çĕр те утартах  иртет. Вĕлле хурчĕ пухакан чечек шăрки, прополис, пыл — пурте усăллă, тĕрлĕ чир-чĕртен сипленме пулăшаççĕ. Сивĕсем пуçлансан вĕллесене  ятарлă вырăна куçаратăп. Хĕллехи вăхăтра вара вĕсемшĕн тунсăхлатăп. Сивĕ кунсенче те тĕрĕслесех тăмалла. Çуркунне хăйсен вырăнне илсе тухсан, хам та пыл хурчĕсем пек савăнатăп, вĕсемпе калаçатăп. Лайăх пăхсан çи-мĕçне те чылай параççĕ,— терĕ Николай Михайлович.

Чăн та, маттур та пултаруллă, ÿркенмен ăста ĕçлет утарта. Çак пуçарнă ĕçе ламран лама куçарса пыма арçынна турă телейпе сывлăх парса пурăнтăр.

 

Н.ЕРШОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *