Четверг, 25 апреля

Çĕнĕ урам ÿссе ларчĕ

Çĕнĕ урам ÿссе ларчĕ

Сăмахăм Комсомольски ялĕнчи икĕ урам çинчен пырать. Урам малтан Ворошилов ячĕллĕ пулнă, 1939 çулта ăна Комсомольски урамĕ теме пуçланă. Эпĕ пĕтĕм урам тăршшĕпе пурăнакансем çинчен мар, пĕр пралук хушшинче камсем пурăннине, вĕсем çĕнĕ Завод урамĕ пуçласа яракансем пулнине каласа парасшăн.

Урам аслă шоссе енче вырнаçнă,  Александровка ялĕнчен килсен кăнтăралла пăхса ларакан çуртсем пуçланнă. Сылтăм енчи пĕрремĕш çуртра Сятмина Васса аппа Коля тата Васили ывăлĕсемпе пĕчĕк çеç пÿртре, питĕ чухăн пурăннă.

Иккĕмĕш çуртра Сумзина Анна аппа пурăннă. Упăшки Иван Аслă Отечественнăй вăрçăра  пуçне хунă. Анна аппан икĕ ача пулнă. Вăл 5—6 çулхи  хĕрĕпе Вальăпа колхоза ĕçлеме çÿренĕ, ывăлĕ Алюш 1940 çулта çуралнă. Вăрçă ачисен пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă, курăк, крахмал пашалăвĕсем çисе ÿснĕ.

Виççĕмĕш çуртра нумай ачаллă Иван Александрович Сумзин  пурăннă. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕччĕ. Вăрçăра мĕнле çапăçни, хăш хулана нимĕçсенчен хăтарни çинчен шкула пырса час-часах ачасене каласа паратчĕ. Вăл каласа панине ачасем питĕ тимлĕ итлетчĕç. Иван Александрович  вăрçă хыççăн «Большевик» колхозра бригадирта, председательте ĕçленĕ.  50-мĕш çулсенче районти землеустроитель çумĕнче ĕçлеме те тÿр килнĕ унăн.

И.А.Сумзинăн аслă ывăлĕ Василий Венгрие фашистсенчен ирĕке кăларнă чух пуçне хунă. Шăллĕ Леонтий Иванович пиччĕшĕ вилнĕ хулана çитсе  килнĕ. Унăн  ячĕпе палăк пуррине, ун çине  «17 марта 1945 года погиб смертью храбрых» тесе çырнине, палăка пĕр ватă хĕр-арăм тирпейлесе  тăнине каласа панăччĕ. 

Василин йăмăкĕ Зоя рай-онти Нĕркеç ялне качча тухнă, ачисене вĕрентсе тĕрĕс                   çул çине тăратнă, колхозра ĕçлесе пенсие тухнă, анчах                    вăл  халĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă.

Тепĕр ывăлĕ Аркадий 10 класс пĕтерсен çар ретне тăнă,  Польшăра хĕсметре пулнă. Служба хыççăн Коми республикине ĕçлеме кайнă, инженер-строительте ĕçленĕ.

Леонтий Иванович 1935 çулта çуралнă. Вăл 10 класс пĕтернĕ хыççăн салтак службинче пулнă. Улатăрти вăрман техникумĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсен специалиста Куйбышев ?халĕ Самар/ облаçне направленипе янă. Унта нумаях ĕçлемен, тăван вырăна таврăнса малтан шоферта, ун хыççăн ĕне фермин заведующийĕнче тăрăшнă. Фермăра ĕçлекенсем  ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă.        Хастар пулнине кура ăна Комсомольски ял Совет председательне суйланă. Нумай ĕç тумалла пулнă унăн. Çĕнĕ Шăхран шкулне тĕпрен юсанă, ял çыннисемпе пĕрле масар йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Вăл тăрăшнипе 1981—82 çулсенче пылчăка пула кĕрсе тухма çук  Комсомольски урамне асфальт сарнă. Пархатарлă ĕçшĕн ăна çак урамра пурăнакансем питĕ  тав тăваççĕ. Пенсие тухсан та «Химик» ОАОра хуралçăра тăрăшнă вăл.

Сумзинсен йăмăкĕ Роза Ивановна Кудрова та тĕрлĕ организацисенче ?хатĕрлев кантурĕнче, почтăра/ бухгалтерта, экономистра ĕçленĕ. Кĕçĕн йăмăкĕ Римма Патăрьелĕнче тĕрлĕ çĕрте тимленĕ. Халĕ вĕсем пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ.  Иван Александрович Сумзинăн ачисем ĕçчен те кăмăллă çынсем пулнă. 

Кунтах  Мария Краснова пурăннă. Унăн упăшки, манăн кукаçин шăллĕ Никита, чирлесе вилнĕ. Марье тăватă ача ÿстернĕ. Асли, Илья Никитич, вăрçăран таврăнсан Шупашкарта тĕпленнĕ. Борис çерем çĕрсем уçнă, çемье çавăрса унтах юлнă. Раиса хĕрĕ Комсомольскинчи аш-какай комбина-тĕнче ĕçленĕ, Нина Канашри вакунсем юсакан заводра тăрăшнă.

Çак урамра пурăнакансен пурнăçĕ çав тери йывăр килнĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çурчĕсем хыçĕнче улма, пахча çимĕç                     лартмалли лаптăксем лачакаллă, путлăхлă  пулнă, çимĕçне пуçтарса илеймен, вăл çĕрсе кайнă. Кунта пурăнакансене колхозра ĕçленĕшĕн çĕрулми уйăрса панă. Выльăх усрама та питĕ  йывăр пулнă.

1950—51-мĕш çулсенче  пурăнакансем хăйсене çурт лартма урăх вырăнта çĕр уйăрса пама ыйтса район пуçлăхĕсене çырупа тухнă. Ку ыйтăва татса пама 3 çыннăн  — Яков Абрамович Абросимов землеустроителĕн, Иван Александрович Сумзинăн тата Николай Иванович Красновăн — нумай ĕçлемелле пулнă.

Сумзинсемпе юнашар Иван Осипович Краснов пурăннă. Унăн ывăлĕ Николай Иванович Краснов Çĕнĕ Шăхран, Комсомольски шкулĕсенче математика вĕрентнĕ, ĕç урокĕсене ертсе пынă. Çак çынсем тăрăшнипе путлăхлă вырăнтан çĕнĕ çĕре куçса ?халĕ Завод урамĕ/               çуртсем çĕклеме пуçланă. Ачисем, тăванĕсем пулăшнипе Красновсем пилĕк кĕтеслĕ çурт çĕкленĕ, каярах хуралтăсем çавăрнă. 1969 çулта Николай Иванович Шупашкара куçса кайнă, 3-мĕш шкул-интернатра нумай çул математика вĕрентнĕ. Унăн çуртне ялти вăтам шкулта ĕçлекен В.А.Андреев туяннă. Василий Андреевич районти çутĕç пайĕн заведующийĕнче, шкул директорĕнче, хими вĕрентекенĕнче  чылай çул ĕçленĕ.

Николай Ивановичăн ывăлĕ Владимир 1948 çулта çуралнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спортпа питĕ туслă пулнă: хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа ярăннă. Ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Комсомольски вăтам шкулне пĕтерсен Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Службăра пулнă, таврăнсан  пединститутра ĕçлеме пуçланă.

Маунтинбайк енĕпе тренерта тимленĕ. Вăл хатĕрленĕ спортсменсем — Ирина Калентьева, Вера Андреева, Надежда Пашкова пысăк ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Хĕрсем хăйсен çитĕнĕ-вĕсемпе университет, республика  чысне çÿле çĕкленĕ.

Владимир Николаевич нумай ют çĕршывра пулнă. Вăл — доцент, профессор. Вăлах ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ ячĕсене тивĕçнĕ. Унăн архивĕнче тава тивĕçлĕ ĕçшĕн панă Раççей, Чăваш Республикин орденĕсем упра-                  наççĕ, Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсен шучĕ те çук. 2018 çулта Комсомоль-ски район администрацийĕ В.Н. Краснова «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысланă.

 В.Н.Краснов кĕнекесем те çырать. Çемьере икĕ ывăл çитĕнет. Вĕсем  ашшĕн çулне суйласа илнĕ тесен те юрать. Аслă ывăлĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса тренерта ĕçлет, кĕçĕнни те университетра вĕренет.

Кукаçипе кукамайăн пилĕк ача пулнă. Аслă хĕрĕ Анна, манăн анне, Иван Сергеевич Долгова качча тухнă. Атте 1942 çулта  вăрçăра пуçне хунă. Анне икĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă, ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă.

Красновсен аслă ывăлĕ Иван Иванович  Аслă Отечественнăй вăрçăра фа-шистсене хирĕç çапăçнă. Вăрçăран таврăнсан Комсомольскинче строительство енĕпе ĕçленĕ.

Красновсен Лидăпа Зинаида хĕрĕсем те çемьеленсе ачисене ÿстернĕ, тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлесе пурăннă.

Урам историне малалла тăсасшăн.                   6-мĕш  çуртра Гафоркина Кĕтерне аппа чирлĕ хĕрĕпе пурăнатчĕ. Степанпа Микулай ывăлĕсем вăрçăра пуçĕсене хунă. Кĕтерне аппана колхоз пĕчĕк çеç çурт лартса панăччĕ. 7-мĕш çуртра Душа пичче ватă арăмĕпе пурăннă, вĕсен Василий ывăлĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман.

Вĕсемпе юнашар Николай Александрович Черновăн çемйи пурăннă. Коляпа Илья ывăлĕсем вăрçăран таврăнсан вырăнти хуçалăхра тар тăкнă. Çемьесем çĕнĕрен уйăрса панă  вырăна куçса  çурт-йĕр лартма  вăй çитереймен, кунтах тĕпленнĕ. Маларах асăннă Иван Александрович Сумзин та хăй вырăнĕнчех юлнă.

Комсомольски вăтам шкулĕ çумĕнчи пĕрремĕш çурта Николай Сятмин лартнă. Ун çумĕнче Алексей Иванович Сумзин çемйи пурăннă. Кунтах Михаил Герасимович Счетчиков та çурт çĕкленĕ. Вĕсен çумĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ Иван Иванович Палагин йышлă çемйипе пысăках мар çуртра пурăнатчĕ. Юнашар манăн кукка Николай Иванович Краснов çурт-йĕр çавăрса лартрĕ. Халĕ кунта  хĕрлĕ кирпĕчрен  купаланă икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Завод урамĕнче ял çыннисемпе пĕрлех урăх ялсенчен килнисем те çуртсем çĕклесе лартрĕç.

Çак урамрах заводсем çĕкленме пуçларĕç. 1960-мĕш çулсенче аш-какай комбиначĕ хута кайрĕ.  Комбинатра ĕçлекенсем валли тăватă хваттерлĕ çуртсем, бараксем туса лартнă.

Комсомольски райповĕ çăкăр завочĕ туса хута ячĕ. Хальхи вăхăтра ăна тата та хăтлăлатнă, илемлетнĕ. Кунта чылай çын тăрăшать. Вĕсем тĕрлĕ çăкăр-булка, пĕремĕк тата ытти нумай япала пĕçерсе кăлараççĕ. Вĕсен продукцине хамăр район çыннисем çеç мар, ытти çĕрте те юратса туянаççĕ.

Çăкăр завочĕпе юнашар райпо тепĕр çурт хăпартрĕ. Кунта халĕ ресторан ĕçлет. Унта район çыннисем çуралнă кунсене, юбилейсене, туйсене уявлаççĕ. Аялти хутра райпо магазинĕнче  автомобильсен саппас пайĕсене сутаççĕ. Çак урамрах Комсомольски райповĕн апат-çимĕç сутакан  магазинĕ те ĕçлет.

Завод урамĕнчех Чăвашпотребсоюзăн сăра тăвакан завочĕ те ÿссе ларчĕ. Вăл 1973 çулта хута кайрĕ. Халĕ «Кооператор» предприятире тутлă шывсем, пахча çимĕçпе улма-çырларан сĕткенсем кăлараççĕ. Çак продукцие  «Кооператорăн» магазинĕнче туянма май пур. Аш-какай комбиначĕ хупăннă хыççăн çав вырăнта Мускаври «Эмитрон» заводăн Комсомольскинчи филиалĕ ĕçлеме пуçларĕ. Халĕ кунта ОАО «Слава картофелю» агрофирма вырнаçнă. «Кооператор» ОООпа юнашар районти çынсене ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçлет. Çак урамрах «Пятерочка» суту-илÿ çурчĕ те çĕкленчĕ.

Çапла пуçланса аталанчĕ Завод урамĕ. Пĕрремĕшĕнче кăна та мар, иккĕмĕш Завод урамĕнче те çуртсем çĕкленчĕç. Чи малтанах кунта Василий Константинович Кудрявцев çурт лартрĕ. Вăл пĕр вăхăт аш-какай комбиначĕн директорĕ те пулчĕ, каярах районти «Сельхозтехникăра» мĕн пенсие тухичченех тĕп бухгалтерта тăрăшрĕ. Мăшăрĕпе Раиса Ивановнăпа  вĕсем тăватă ача çуратса ÿстерчĕç. Кунтах ытти çуртсем те çĕкленчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *