Четверг, 18 апреля

ЗАГС уйрăмĕ пĕлтерет

ЗАГС уйрăмĕ пĕлтерет

Районти ЗАГС уйрăмĕ  июль уйăхĕнче 12 пепке çут тĕнчене килнине регистрациленĕ, вĕсенчен 6-шĕ арçын ача, 6-шĕ хĕр ача.

Çак тапхăрта çемье çавăракансем те пулнă. 12 мăшăр çемье чăмăртанă пулсан, 9 мăшăр уйрăлнă.  Шел пулин те, вилекенсен шучĕ те ÿссе пырать.  Июль уйăхĕнче 39 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, вĕсенчен 20-шĕ арçын, 19-шĕ хĕрарăм.

Ыйтусемпе йышăнаççĕ

Августăн 16, 26-мĕшĕсенче районти прокуратурăра йышăну кунĕ иртет. Çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх саккунлăхне пырса тивекен ыйтусемпе граждансене 10—13 сехетсенче йышăнаççĕ. Çавăн пекех прокуратурăна çитсе консультаци те  илме пулать.  Йышăнăва маларах телефонпа шăнкăравласа çырăнмалла. Телефон —  8(83539) 5-13-13.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *