Пĕрремĕ ачашăн – пособи

Пĕрремĕ ачашăн – пособи

Пĕлтĕрхи январь уйăхĕнчен пуçласа Федераллă саккун тăрăх ачасене валли  çĕнĕ пособи çирĕплетнĕ. Çемьере пĕрремĕш ача çуралсан кашни уйăхра ятарлă пособи илсе тăма май пур. Çакăн пек пулăшăва районта 75 çемье илсе тăрать. Вĕсенчен 30-шĕ çак пособи валли 2019 çулта документсем тăратнă. Кăçал пĕрремĕш ача çуралсан паракан пособие пĕтĕмĕшле 5 миллион та 307 пин тенкĕлĕх илнĕ.

Çакăн пек пулăшупа усă курас текенсен нумай функциллĕ центра е социаллă хÿтлĕх пайне заявлени çырмалла. Унпа пĕрлех паспорт, ача çуралнине ĕнентерекен хут, çемьен юлашки 12 уйăхри тупăшне çирĕплетекен документсем кирлĕ. Çемье тупăшĕ шутне ĕç укçи, премисем, пенсисем, социаллă пособисем, компенсацисем, алиментсем,  стипендисем тата ытти те кĕреççĕ. 

Енчен те çемьери кашни çын çине лекекен тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 1,5 пайĕнчен пысăкрах мар пулсан çеç çак пособие илсе тăма май пур. Çапла вара çемьери кашни çын çине 13872 тенкĕрен  сахалрах лексен çак пулăшупа усă курма пулать.

Кăçал пĕрремĕш ача çуралнăшăн паракан пособи 8930 тенкĕпе танлашать. Ăна пепке çуралнă хыççăн пĕр çулталăк тăршшĕпе илсе тăраççĕ. Çулталăкран документсене çĕнĕрен тăратмалла пулать. Тÿлеве ача çулталăк çурăна çитиччен илсе тăма май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *