Пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç

Пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç

Августăн 6-мĕшĕнче районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плансене палăртрĕç. Пĕтĕмлетÿ канашлăвне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Канашлу маттур та хастар ĕçлекенсене чысланинчен пуçланчĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе «Восток» ЯХПК» бухгалтерне Мария Романовăна, Светлана Белкова бригадира, «Рассвет» ЯХПК склад заведующине Мария Ельтемеровăна, Петр Павлов лаша пăхакана, «Сюрбеево» ООО бухгалтерне Дилюза Тазетдиновăна, Н.И.Васильев фермер хуçалăхĕн бухгалтерне Тамара Шалинана, «Дружба» ЯХПК агрономне Андриян Яковлева чысларĕç. Общество ĕçĕнчи пысăк хастарлăхшăн район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующине Дмитрий Галкина, Комсомольски, Кайнлăк, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Мария Илларионовăна, Альберт Кузьминпа Геннадий Ефремова, вĕренÿ пайĕн специалистне Снежана Ласточкинана, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогне Петр Родионова, «Ростелеком» ПАО электромонтерне Сергей Шуряшкина, Асанкасси тата Хырхĕрри ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсене Римма Горбуновăна, Наталия Черновăна Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн информаципе массăллă коммуникацисен министрĕн Тав çырăвне парса саламларĕç.
Каçал тăрăхĕ — аталанакан район
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе тата иккĕмĕш çур çулхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Вăл Каçал тăрăхĕ кăçал мĕнле аталанса, халăх пурнăçĕ мĕнле улшăнса пыни пирки чарăнса тăчĕ, кашни отрасльпе танлаштаруллă пĕтĕмлетÿ турĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн район — республикăра пĕр тикĕс аталанса пыракан муниципалитетсем хушшинче. Ырă улшăну çулĕ çине тăрасси, халăх пурнăçĕ лайăхланасси чăн малтан инвестицисен илĕртÿлĕхĕнчен, хыснана мĕнле пуянлатнинчен килет. Проектсене ĕçе кĕртни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма, социаллă пурнăçа лайăхлатма, инфратытăма çĕнетме май парать
Районăн пĕрлештернĕ бюджетне кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 263 миллион тенкĕ кĕнĕ. Çакă пĕлтĕрхи асăннă тапхăрти кăтартуран 20,6 процент ытларах. Мĕн пурĕ 18 муниципаллă программа пурнăçланать. Тĕрлĕрен программа ĕçе кĕни чăн малтан халăхăн социаллă пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ.
Тĕп отрасль — ял хуçалăхĕ
Кăçал ял хуçалăхĕнчи пур ĕçе те вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă. Хăш-пĕр чухне çанталăк чăрмав кÿрет пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем палăртнă ĕçе ырана хăвармаççĕ, çине тăрсах пурнăçлама тăрăшаççĕ. Паянхи куна выльăх-чĕрлĕх апатне палăртнă кăтартуран 60 ытла процент хатĕрленĕ, хуçалăхсем вырмана тухнă, кашни уяр кунпа туллин усă кураççĕ ĕçченсем. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 5 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ /52 млн тенкĕлĕх/. Агропромышленноç комплексне аталантарма патшалăх 37 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Районти виçĕ фермер 30 млн тенкĕлĕх грант илнĕ. Унсăр пуçне çăмăллатнă кредитпа усă куракансем те районта сахал мар.
Вĕренÿ. Строительство. Культура.
Культурăпа социаллă сферăна пĕтĕмĕшле 241 млн тенкĕ янă. Вĕсенчен 204 млн тенки — вĕренÿ сферине. Кăçал Урмаел ялĕнче çĕнĕ ача сачĕ хута каймаллиех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача садĕнче строительство ĕçĕсене вĕçленĕ, шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ, сĕтел-пукан кÿрсе килеççĕ, тирпей-илем кÿреççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне вăл ачасене кĕтсе илме хатĕр пулмалла. Çавăн пекех ытти ача сачĕсенче, шкулсенче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ. «Современная школа» проектпа килĕшÿллĕн Комсомольски 2-мĕш, Урмаел, Тукай Мишер вăтам шкулĕсенче ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма «Точка роста» центр уçăлать. Тата районти 14 шкула робототехника оборудованийĕсем килсе çитмелле. Çакă пĕтĕмпех шкулсенче пĕлÿ пухакан ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма майсем туса парассипе çыхăннă.
«Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Шурутра çĕнĕ культура çурчĕ хута кайĕ. Районти искусство шкулне те тĕпрен юсаса çĕнетмелле. Çĕнĕ Кипеçри, Александровкăри, Кĕçĕн Каçалти культура çурчĕсенче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Юсав ĕçĕсем тенĕрен. Кашниех район центрĕ епле илемленсе хăтлăланнине курать. Тĕп парка çĕнетни куç умĕнче. Кунта халĕ уçăлса çÿреме мĕн тери лайăх. Хальлĕхе вара юсав ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрне çеç вĕçленĕ, иккĕмĕш тапхăрĕнче тата курăмлăрах ĕçсем пурнăçлама палăртнă.
Малашлăх пур
Александр Осипов хăйĕн докладĕнче Каçал тăрăхĕ республикăра начар мар аталанса пыракансен йышĕнче пулнине каларĕ. Халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан проектсем куллен ĕçе кĕреççĕ. Ял тăрăхĕсенче халăх тăрăшнипе, патшалăх пулăшнипе спорт площадкисем, контейнер лартмалли вырăнсем тата ытти объектсем хута кайрĕç. Кăçал çеç районта 29 проект пурнăçланмалла. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — 13 млн тенкĕ ытла.
Вăл кăçалхи пĕрремĕш çур çула пĕтĕмлетнĕ май хăшпĕр çивĕч ыйтусем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çитĕнÿсемпе пĕрлех çитменлĕхсем те сахал мар. Сăмахран, шкулта аван вĕренсе пыракансем пĕрлехи патшалăх экзаме-нĕсенче хăйсен пĕлÿ шайне çирĕплетеймен. Çавна май медале тивĕçекенсен йышĕ чакнă. Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿ сферинче кадрсем çитменни те шухăшлаттарать. Тĕслĕхрен, Чĕчкен ял тăрă-хĕнче пурăнакансен çивĕч ыйтăвне Василий Николаев хускатрĕ. Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тухтăр çукки пăшăрхантарать ялта пурăнакансене. «Земство тухтăрĕ» проект ăнăçлă пурнăçланать пулин те яла килсе ĕçлекен темшĕн çук.
— Аслă Чурачăк ялĕ — чăн-чăн культура центрĕ. Пирĕн вăтам шкул, культура керменĕ, чиркÿ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, ялта йышлăн пурăнакан халăх пур, анчах та тухтăр çук. Пулăшăр! Ĕненместĕр пулсассăн пирĕн тăрăха çитсе курăр, — терĕ Василий Петрович министртан пулăшу ыйтса. Владимир Викторов чылай çĕрте кадрсем çитменнине асăнчĕ. Апла пулин те лару-тăрăва уçăмлатма сăмах пачĕ. Ахальтен мар çак кунах вырăна çитсе курчĕ.
— Çитĕнÿсем пур. Эсир тăрăшуллă ĕçлетĕр, нумай проекта пурнăçа кĕртетĕр. Ял хуçалăхĕнче сирĕн усă курман çĕрсем çук. Сирĕн кашни çĕр лаптăкĕ тупăш парать. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси те пурнăçланать. Апла пулин те малашлăха тинкерсе татах та тăрăшса ĕçлемелле. Демографие лайăхлатмалла, сывлăха çирĕплетмелле, — палăртрĕ ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов канашлăва пĕтĕмлетсе.
Канашлура депутатсем те тухса калаçрĕç, районăн тĕрлĕ сферинчи çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Тĕслĕхрен, Хырхĕррипе Кĕçĕн Каçал ялĕсем хушшинчи тата Элпуç ял тăрăхне илсе çитерекен автоçулсене халь-халь юсама тытăнассине, çавăн пекех Тукай ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ тума пуçăнасса ял çыннисем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
«Сывлăх сыхлавĕ» программăпа килĕшÿллĕн 2019 çулта района медицина оборудованийĕсем туянма 19 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Тĕп больницăри уйрăмсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Халĕ тата ача-пăча, инфекци уйрăмĕсене çĕнетеççĕ. Çитес вăхăтра Хирти Ĕнелĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута каймалла.
«Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн районта 20 çамрăк тухтăра ĕçе илнĕ. Тĕллевлĕ программăпа 10 студент пĕлÿ пухать.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *