Кире пуканĕ йăтать, утать, йĕлтĕр сырса ярăнать

Кире пуканĕ йăтать, утать, йĕлтĕр сырса ярăнать

Шкул саккинчен пуçласа мĕн ĕмĕр тăршшĕпех спортпа туслисем чунпа та, сăн-питпе те яланах çамрăк. Çак сăмахсем Киров поселокĕнче пурăнакан Федор Леонтьевич Ефимов пиркиех. Ăна 80 çултан иртнĕ тесе калама чĕлхе те çаврăнмасть.
— Спортпа яланах туслă пулни пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарма, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Кил хушшинче çÿрекен çĕрте яланах кире пуканĕсем лараççĕ. Вĕсем хăйсем патне туртаççĕ, пире йăт-ха тесе каланă пекех туйăнать, — терĕ йăл кулса Федор Леонтьевич.
Ф.Л.Ефимов Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсенех салтак атти тăхăннă. Салтакран таврăнсан ашшĕ-амăшĕпе Каçал тăрăхне Киров поселокне куçса килнĕ. Çакăнта шăпа çырнă мăшăрĕпе паллашса çемье çавăрнă. 4 ывăлпа 2 хĕре кун çути парнеленĕ. 12 мăнукпа, 6 мăн мăнукĕпе савăнать вăл.
Федор Леонтьевич тăван колхозра механизаторта, комбайнпа, сортировка çинче, стройкăра платникре нумай çул ĕçленĕ.
Мĕн ачаранах спортпа туслă пулнăскер халĕ те çакна пăрахмасть. Кашни çĕнĕ кунне сывлăхшăн усăллă хусканусем туса пуçлать. Республикăра, районта иртекен ăмăртусене кашнинех хутшăнма тăрăшать. Анчах спорт ăмăртăвĕсенче 80 çултан иртнисем сахаллансах пынине пăшăрханса пĕлтерет ватă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан 84 çулта пулсан та 8, 12, 16 килограмлă кире пуканĕсене çĕклет. Кăçал Шупашкарта иртнĕ Акатуйра çак спорт тĕсĕпе маттур спортсмен 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Кашни ăмăртурах малти вырăнсем йышăннăшăн панă Кубоксем, медальсем, Хисеп грамотисем çемье архивĕнче типтерлĕн упранаççĕ. Вĕсен шучĕ те çук. Апла пулин те Федор Леонтьевич кашни награда пирки тĕплĕн каласа пама пултарать. Уншăн пурте чуна çывăх, вĕсене тăрăшмасăр, тар тăкмасăр çĕнсе илмен.
Спортпа чылай çул туслăскер, çуллахи вăхăтра ытларах кире пуканĕ йăтать пулсан, хĕлле вара йĕлме йĕлтĕре ураран хывмасть. Хăш чухне çывăх çыннипе пĕрле ачисем, мăнукĕсем те йĕлтĕр сыраççĕ.
— Вăрманта ярăнса килнĕ хыççăн чун, кăмăл-туйăм уçăлса каять. Уçă сывлăшпа сывлани сывлăха çирĕплетет, — тет вăл. Хастар спортсмен районта çеç мар, республика шайĕнче иртекен пĕр ăмăртуран та юлмасть.Чылай чухне вăл старта тăрать, малти вырăна тивĕçет. Ăмăртма тухмасассăн та йĕлтĕр сырса ярăнса киленет.
Федор Леонтьевич спортпа çав тери туслă. Пушă вăхăтра вара хурт-хăмăрпа кăсăкланать. Хурт-хăмăрçă пыл юхтарса тăванĕсене сăйлать.
Федор Ефимов Киров поселокĕнчен Комсомольскине çити çуран утать. Темиçе çухрăма парăнтарать. Утни сывлăхшăн çав тери усăллине лайăх пĕлет вăл.
— Çуран çут çанталăкпа киленсе утни хамăр сывлăхшăн, ÿркенмелле мар çеç. Сывлăх пур чухне мĕн вăй çитнĕ таран спортпа туслă пуласшăн. Часах хĕлле çитет, пĕтĕм тавралăх шурă юрпа витĕнсен кăçал та йĕлтĕр çине тăрасшăн-ха. Вулакансене те спортпа туслă пулма сĕнетĕп. Хăвăрăн сывлăхăра упрама ан манăр, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Федор Леонтьевич.

А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code