Четверг, 18 апреля

Вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Çак кунсенче, августăн 1—6-мĕшĕсенче,  ятарлă комисси районти вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине  тĕрĕслет.  Хальлĕхе комисси  Шурут, Аслă  Чурачăк, Çĕнĕ Мăрат, Нĕркеç,  Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш  вăтам, Чĕчкен,  Анат Тимĕрчкасси, Хирти Явăш тĕп шкулĕсенче тата ача сачĕсенче пулнă.  Комисси членĕсем палăртнă тăрăх, вĕренÿ учрежденийĕсене  çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрлеççĕ. Учрежденисенче   юсав ĕçĕсем ирттернĕ, пÿлĕмсене, столовăйсене, спорт тата музыка залĕсене тата ытти кабинетсене  хăтлăлатнă.   Унсăр пуçне  шкул таврашĕнчи территорие те тирпей-илем кĕртнĕ.  Тупса палăртнă çитменлĕхсене вара кĕске вăхăтра пĕтермелле, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне пур вĕренÿ учрежденийĕсенче те ĕçсене вĕçлемелле, ачасене илемлĕ те хăтлă шкулсенче, ача сачĕсенче кĕтсе илмелле.

 

(ХАМĂР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *