Мăшăрпа пурăнни телей

Мăшăрпа пурăнни телей

Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Ефимовсем пурнăçăн анлă çулĕпе 55  çул пĕрле алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса, юратса утаççĕ.  Мăшăрпа пилĕк теçетке ытла пĕрле пурăнни мĕн тери пысăк телей! Юратнă çын йывăр вăхăтра алă парать, çур сăмахранах ăнланать. Кăçал çемье пуçлăхĕ 80 çул тултарнă пулсан та мăшăрсен юратăвĕ çамрăк чухнехи пекех çирĕп. Петр Васильевич шкул пĕтерсенех кĕтÿçĕ пулнă,  «Красный Октябрь» колхозра лашасем пăхнă. Каярах ăна  комбайнпа ĕçлеме  шаннă. Нумай çул ĕçре  тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсем парса чысланă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕç-нĕскере ялти кашни çын сума сăвать.

Анна Максимовна Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ. 40 çул ытла сысна пăхаканра  ĕçленĕ. Вăл районта кăна мар, республикăра та чи лайăх сысна пăхакансен шутĕнче пулнă. Нумай çул тăван колхозра  ĕçленĕшĕн  Анна Максимовнăна Хĕрлĕ Ялав тата Ленин орденĕсемпе наградăланă.

Анна Максимовнăпа Петр Васильевич çирĕп, туслă çемье çавăрнă. Пилĕк ача çуратса тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратнă. Халĕ ачисем çемьеллĕ, юратнă ĕçре тăрăшаççĕ. Ефимовсем  8 мăнукпа, 5 мăн мăнукпа савăнса пурăнаççĕ. Хулара пурăнакансем çывăх çыннисем патне килсех çÿреççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх Ефимовсен çемйи «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче аллă пилĕк çул пĕрле утакан мăшăра — Ефимовсене — асăннă  медальпе чысларĕ.

Районта нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем çемье çавăракан çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *