Вторник, 16 апреля

Пахалăхсăр эмел пирки пĕлтерĕр

Пахалăхсăр эмел пирки пĕлтерĕр

Выльăх эмелĕсем тавра лару-тăру çивĕч пулнине кура Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн сайтĕнче çĕнĕ «Сообщить о нежелательной реакции при применении ветеринарного лекарственного препарата» текен баннер ĕçлесе кайрĕ.
Тĕрĕссипе, эмелпе çыхăннă темăн пĕлтерĕшĕ нихăçан та чакмасть пуль. Яланах кирлĕ япала-çке вăл. Унăн ырă витĕмне, асамлăхне ĕненсе усă куратпăр унпа. Шел те, Россельхознадзор пĕтĕмлетĕвĕсем çакăнта иккĕленме хистеççĕ.
Федерацин çак ведомстви выльăх-чĕрлĕхе сиплеме усă куракан эмелсен хăрушсăрлăхне тата пахалăхне, вĕсене епле упранине тĕрĕслет. Калăпăр, пахалăх енчен требованисемпе килĕшсе тăман эмел тупса палăртаççĕ. Çак серие сутма тата усă курма чарса лартаççĕ. Сăмах май, пĕлтĕр Раççейре сутнă эмелсен 155 серийĕн шăпи çакнашкал. Кунта 36 производитель пирки сăмах пырать. Мĕнле эмелсем шанчăксăррисен шутне лекни çинчен вара Россельхознадзор сайтĕнче пĕлтерсех тăраççĕ. Пĕтĕмпе пĕлтĕр пахалăхсăр 234 тĕрлĕ эмел тупса палăртнă. 64 тĕрлĕ эмел контрафакт пулни çиеле тухнă.
Суя эмелсем пирĕн республикăра та тĕл пулаççĕ. Июнь уйăхĕнче, сăмахран, Мускаври лабораторире ятарласа тĕпчеттернĕ эмелсенчен пĕри — «Новокаин» пахалăх енчен тивĕçтерменни палăрнă. Ку Шупашкар хулинче илнĕ проба пулнă.
Çулталăк пуçламăшĕнче вара Пăрачкав районĕнче регистрацилемен сиплев япали тупса палăртнă. «НеоФурол» препарата Владимир хулинчи «БиАгро» суту-илÿ çурчĕ» общество туса кăларнă. Эксперт пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çак продукци апат-çимĕçе лексен çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх тухса тăрать: унта фуразолидон текен япала пуррине пула. Ăна эмелсен нитрофурансен ушкăнне кĕртеççĕ. Нитрофурансем сиплев япалинче нормăран иртмеççĕ пулсан кăна сутлăхра пулма пултараççĕ. Палăртмалла, виçепе шайлашуллă пулнине экспертăн çирĕплетмелле.
Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх эмелĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 59 лицензиат /çак шутра курттăммăн сутакан — 5 предприяти/ ĕçлет. Сăмах май, тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса пĕлтĕр вĕсен хăрушлăх категорине палăртнă. Каламалла, тĕрĕслевсенче тупса палăртнă çитмен-лĕхсене кура хăрушлăх категорийĕ те улшăнма пултарать. Сăмахран, «пĕчĕк хăрушлăхлă» категорирен «курăмлине» куçарма пултараççĕ: пысăк асăрхаттарусем пулсан. Палăртса хăварам, «курăмлă хăрушлăхлă» категорие кĕртнисен списокне сайтра тупма пулать. Асăннă категорисемсĕр пуçне «вăтам» тата «виçеллĕ» хăрушлăхлисем пур.
Анчах та Чăваш Енре ку енĕпе лицензисĕрех ĕçлекенсем те пур иккен. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа Шупашкар хулинче кунашкал 6 тĕслĕхе «çиеле» кăларнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче вара аптека ĕçченĕн сертификат пулман, квалификацие ÿстернине çирĕплетекен документа та кăтартайман унта.
Кăçалхи тĕрĕслевсем, ытти çулхисем пекех, эмел препарачĕсене кирлĕ пек упраманине çирĕплетеççĕ. Сăмахран, температурăпа нÿрĕклĕх шайне кăтартакан ятарлă приборсем пулманни пирки çулран-çул калаççĕ инспекторсем. Ветаптекăсенче эмелсемпе усă курмалли вăхăта тĕрĕслесе тăмаççĕ тата ытти те.
Иккĕленÿллĕ эмел тĕлне пулсан е çÿлерех асăннă йĕркесĕрлĕхсене асăрхасан управление пĕлтерме ан манăр.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *