Пятница, 19 апреля

Пĕрлехи портал урлă йÿнĕрех

Пĕрлехи портал урлă йÿнĕрех

Патшалăх пĕрлехи порталĕнче /www.gosuslugi/ электронлă майпа заявлени хăварма çăмăл.
Килтен тухмасăрах компьютер, планшет е телефон урлă «Уйрăм кабинета» кĕмелле кăна. Кунта регистрациленме паспорт даннăйĕсем, СНИЛС тата мобильлĕ телефон номерĕсем е электронлă почта адресĕ кирлĕ.
Порталти ГИБДД уйрăмĕнче, сăмахран, гражданин транспорт хатĕрне регистрацилеме, çавăн пекех водитель удостоверенине илме е улăштарма хăйне меллĕ вăхăта çырăнма пултарать.
Патшалăх пĕрлехи порталĕн тулли переченĕ Патшалăх автоинспекцийĕн http://ГИБДД.рф официаллă сайтĕнче пур. Кунтах — инспекцин подразделенийĕсен ĕç графикĕ те, çыхăнмалли телефон номерĕсем тата патшалăх пошлини тÿлемелли банк реквизичĕсем те.
Мĕн кирлине суйланă хыççăн сирĕн заявлени йĕркисене çырса тултармалла, инспекцие килме меллĕ куна тата вăхăта кăтартмалла.
Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ГИБДД уйрăмĕ аса илтерет, сайтра регистрациленнисем патшалăх пошлинине 30 процентлă çăмăллăхпа тÿлеççĕ.

Г. ЗАЙЦЕВА,
штаб начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *