Маттур ачасем шыравра

Ут пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ ваттисем. Каларăшĕ авалхиех пулин те, пĕлтерĕшĕ вара нихăçан та кивелмест. Ачасем мĕн курса, мĕнле хутшăнăва хăнăхса ÿсеççĕ — вĕсен малашнехи аталанăвĕ çакăнтан килет.
Акă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем пур енĕпе те пултаруллă. Вĕренÿре, спортра, мероприятисенче тата шырав ĕçĕсене хутшăнса малти вырăнсем йышăнакансене палăртас пулсан вĕсем — Федор Александровпа Валерия Кузьмина.
Çамрăксем экзаменсене лайăх паллăсемпе тытса 9-мĕш класс пĕтерни çинчен алла аттестат илнĕ. Çуллахи каникулта та ахаль ларма вăхăт çук вĕсен. Пĕлтĕр вĕсем Чудово районĕнче /Новгород облаçĕ/ шырав экспедицине хутшăннă, хамăр салтаксене шыраса тупса мемориала пытарнă. Кăçал та вĕсем Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялне икĕ эрнелĕхе экспедицие кайса килнĕ. Археологсем чавса кăларнисенчен малтан чăвашсем мĕнле пурăннине, мĕн çинине, еплерех калаçнине тата йăли-йĕркисене пĕлме пулать иккен. Каçсерен кăвайт умĕнче гитара каласа юрлани, шÿтлесе илни те килĕшет вĕсене. Кашни кунах юлташсен шучĕ те ÿссех пырать. Анчах темиçе кун хушши палаткăсенче пурăнма, çĕр чавма мĕскер хистет-ха; Нивушлĕ çав тери интереслĕ е такам хистенипе;
— Палаткăра пурăнма пире питĕ килĕшет. Çĕр чавни кăна, паллах, питĕ интереслĕ мар. Çапах та çĕр айĕнче темиçе çул выртнă медальонсене, шăмă татăкĕсене тупсан чунра савăнăçлă туйăм та çуралать, анчах вĕсем пире мирлĕ пурнăç парнелес тесе пуçĕсене яланлăхах хунине аса илсен хурланатăн та. Шырав ĕçĕсене хутшăнма пире никам та хистемест, хамăрăн чун туртнипе пурнăçлатпăр, — терĕç Федорпа Валерия.
Халĕ вĕсем август уйăхĕнче Апраксин районне /Ленинград облаçĕ/ тĕпчесшĕн. Кунта вăрçă çулĕсенче Ленинград хулине ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусем иртнĕ, пирĕн нумай ентеш пуçне хунă, хыпарсăр çухалнă. Салтаксене шыраса тупса тăван тăрăхра пытармалла пултăр. Маттур ачасем шкул пĕтерсен те шырав ĕçне пăрахмасса шантараççĕ.
Федор Александровпа Валерия Кузьмина шырав ĕçĕсене хастар хутшăннăшăн Туапсере «Орленок» лагерьте пулса курма та тивĕçлĕ пулнă.
Федор йывăç хăмасем çинче паяльникпе ĕнтсе тĕрлĕ ÿкерчĕксем ÿкерет. Çакна 5 çул каялла амăшĕ ятарлă хатĕрсене илсе панă хыççăн пуçланă. Малтанах ÿкерчĕксем хитрех пулман пулсан та пуçне усса ларман, ума лартнă тĕллев патне малалла ăнтăлнă. Халĕ ывăссем, шкатулкăсем тата темĕн те пĕр ĕнтсе кăларса çывăх тăванĕсене парнелет, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Акă, гороскоп фигурисене ĕнтсе магнитсем туса конференцире те пулнă. Маттурскер республикăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнать. Акă, районта Акатуй уявĕнче кире пуканĕ йăтса чи малтисен шутне тухнă. Çакăнтах 3 çул хушши хăйĕн алă ĕçĕсен выставкине йĕркелет. Районта иртекен «Зарница» вăййинче çамрăк армеец турник çинче туртăнас енĕпе — 1-мĕш вырăнта. Республикăра иртекен «Это коснулось и моей семье» конкурсра тăванĕ çинчен каласа парса çĕнтерÿçĕ пулнă. Вĕренÿ енĕпе калас пулсан, кăçал чăваш чĕлхипе олимпиадăна хутшăнса призерсен шутĕнче. Шкулта «4», «5» паллăсемпе çеç вĕренет маттур яш.
Валерия «ВКонтакте» социаллă сетьре шыравçăсен «Наследие» отрячĕн ушкăнне ертсе пырать, вăлах отрядăн командирĕ те. Кунта вăл шыраса тупнă çынсем çинчен тĕплĕн çырса пĕлтерет. Хĕр вĕренÿре те «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать. Кăçал обществознани предмечĕн олимпиадинче призер пулса тăнă. Кире пуканĕ йăтассипе тепĕр яшран те ирттерет. Пур çĕре те хастар хутшăнаканскер сăвăсем çырма та ăста. Сăвă вулакансен конкурсĕнче хăй çырнă хайлавсене вуласа республикăра 3-мĕш вырăна тухма пултарнă.
Федорпа Валериян пултарулăхĕ çинчен çырса та пĕтереймĕн. Вĕсемсĕр шкулта пĕр мероприяти те иртмест. Малалла та шкул чысне районта, республикăра хÿтĕлессе шанатпăр. Сире ăнăçу, малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *