Вараламан вырăнта çеç таса тенипе кашниех килĕшет пулĕ. Паянхи кун экологи проблемисем питĕ çивĕч, этем кулленхи пурнăçра нумай çÿп-çап туса кăларать, унпа тавралăха варалать. Хăшĕ-пĕрисем пĕр шухăшсăрах кил-тĕрĕшри хыт каяшсене çырма-вăрман таврашне кайса пăрахаççĕ пулсан, теприсен вара çакна курсан чунĕсем ыратаççĕ, таврари йĕркесĕрлĕх вĕсене питĕ пăшăрхантарать.
Нумаях пулмасть редакцие Урмаел ял тăрăхĕнчи çÿп-çап свалки çинчен пĕлтерчĕç те, эпир çула тухрăмăр. Урмаелпе Тукай Мишер ялĕсем хушшинчи хирте, шыв управĕ пулнă вырăнта чăнах та çĕрсе выртакан хыт каяшсен шăрши аякранах сăмсана кĕрет. Çывăхарах пырсан вара куç умне çÿп-çап куписем пулчĕç. Мĕн кăна çук-ши кунта;! Хăрăк турат куписем, çÿп-çап тултарнă михĕсем, çĕрсе выртакан çĕрулми, усал шăршă саракан выльăх-чĕрлĕх юлашкийĕсем… Выльăхсен шăмми-шаккине курнипех çывăха пыма та хăрушă. Çакăнтах тахăшĕ матрас та килсе пăрахнă.
Çĕрме пултаракан хыт каяшсем вăхăт иртнĕçемĕн çĕрсе пĕтĕç-ха, анчах та мĕн чухлĕ кунта полиэтилен пакетсем, пластик савăтсемпе кĕленчесем, полипропилен михĕсем… Вĕсем нумай çул çумăрта йĕпенсе, хĕвел çинче ăшăнса выртсан та çĕрмеççĕ. Ăсчахсем шутласа тупнă тăрăх, çĕр çинче выртакан полиэтилен пакетсене çĕрсе пĕтме 100 çула яхăн, пластиксемпе полипропиленран хатĕрленĕ япаласем валли 500 çултан сахал мар кирлĕ.
Çапла, уйра тырă кашланине курса савăнас, тăри юрă шăрантарнине чун каниччен итлес, çутçанталăк ытамĕнче киленес тесе уя тухатăн та — çакăн пек хăрушă ÿкерчĕке куратăн. Çак тасамарлăха асăрхасан, усал шăршă сăмсана пырса çапсан чун сÿ! тăвать. Тавралăх таса пултăр тесен ăна вараламалла мар, вараласан вара — тасатас тесе вăй хумалла. Урмаел ял тăрăхĕн çыннисем çакна асра тытса хăйсем пурăнакан çĕре, таврари çырма-çатрана, хирсене тирпей-илем кĕртессе шанас килет. Çитес вăхăтра тепĕр хутчен вырăна çитетпĕрех. Тавралăх таса пулни чи малтанах хамăршăн лайăх-çке.
Н.КАЛАШНИКОВА.