Четверг, 25 апреля

Виçĕ медале тивĕçнĕ

Виçĕ медале тивĕçнĕ

Чăваш Ен спортсменĕсем çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионатĕнче виçĕ медале тивĕçнĕ.

 Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ  100-мĕш чемпионата пĕтĕмпе Раççей Федерацийĕн 72 субъектĕнчен 733 спортсмен хутшăннă.  Пурĕ 40 комплект медале тивĕçессишĕн спортсменсем хĕрÿ тупăшнă.  Ăмăртусене пĕтĕмпе 140 судья хакланă.  Чăваш  Енри 150 волонтер мероприятие хутшăнса,  халăха тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ.   

Чăваш Республикин чысне  çăмăл атлетика енĕпе 22 спортсмен хÿтĕленĕ.  Ылтăн медале Анжелика Сидорова çĕнсе илнĕ.  Кĕмĕл медале — Вера Васильева,  бронза медале Марина Максимова тивĕçнĕ.   

«Çăмăл  атлетика енĕпе ĕçлекен        федераци çитес çул та чемпионата Шупашкар хулинче ирттерме ыйтать.  Стадион çав тери чаплă, спорт   комплексĕ  пĕтĕмпех  хальхи пурнăçпа килĕшсе тăрать.  Спортсменсем ырăпа çеç асăнаççĕ», — тесе палăртнă  Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эльвира Матренина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *