Педагогсен ячĕпе асăну хăми

Педагогсен ячĕпе асăну хăми

 

Июлĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче Анна Павловнăпа  Борис Григорьевич Кокоревсене чысласа Асăну хăми уçрĕç.  Çак куна ахальтен суйласа илмен, июлĕн  25-мĕшĕнче Борис Григорьевич çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.

Хисеплĕ педагсене  чысласа килсе çитнĕ ентешсем масар çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Унпа пĕрлех районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче пулчĕç.  Кунта Кокоревсен ячĕпе выставка йĕркеленĕ. Выставкăра паллă педагогсен ĕçĕсемпе, сăнÿкер-чĕкĕсемпе туллин паллашма пулать.

 Чи хумхануллă та кĕтнĕ саманта — Асăну хăми уçнă ятпа йĕркеленĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ  Александр Осипов уçрĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçи Валери Туркай тата педагогсен вĕренекенĕсем, килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Кокоревсем çинчен вĕсен вĕренекенĕсем, пĕрле ĕçленисем нумай ырă, ăшă сăмахсем каларĕç. Сумлă уява пуçтарăннă çынсене «Каçал» фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа, Э.Кузнецовăпа П.Громова сăвăсем вуласа савăнтарчĕç. Асăну хăмине хисеплĕ хăнасем уçрĕç. Асăну хăми вĕрентекенсен ячĕсене яланлăхах асра упрама пулăшĕ. Кокоревсем вĕрентекенсемшĕн, шкул ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче  пулĕç.

Валентина ЗАЙЦЕВА:

— Пирĕн районăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн пултаруллă та талантлă сумлă çыннисем. Эпир,  1974 тата 1975-мĕш çулсенче шкул пĕтернĕ выпускниксен пуçаруллă ушкăнĕ,  пирĕн юратнă вĕрентекенсен тата класс ертÿçисен сумлă юбилейĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма пулăшнă тата Асăну хăми тунă çĕре  пысăк тÿпе хывнă  ырă çыннисене чун-чĕререн тав тăватпăр.  Пурте пĕрле тăрăшни  пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама май пачĕ. Тавах пурне те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *