Пятница, 3 февраля

Вырмана тухнă

Вырмана тухнă

Республикăра тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелли хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Пирĕн районта та июлĕн 25-мĕшĕнче «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пăрçа, «Дружба» хуçалăхра кĕрхи тулă вырма пуçларĕç.
Июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне «Рассвет» ЯХПКра 22 гектар пăрçа çулнă, 48 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан — 21 центнер. «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кĕрхи тулла 50 гектар çинчен 150 тонна çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç — 30 центнер.
Çавăн пекех хуçалăхсенче çĕр хатĕрлес енĕпе те тимлеççĕ. Çак ĕçе вĕсем хальлĕхе 555 гектар çинче пурнăçланă.
Районти колхозсемпе фермер хуçалăхĕсенче, çавăн пекех ял хуçалăх производство кооперативĕсенче «чĕлхесĕр янаварсем» валли апат хатĕрлеççĕ. Çимĕçĕ те — тăрăшнине кура. Хуçалăхсен ĕçченĕсем хальлĕхе 22972 тонна сенаж тата 6023 тонна утă, 972 тонна силос янтăланă.
Ĕççи хĕрсех пырать. Паян-ыран ытти хуçалăхсенче те комбайнсем хире тухĕç.
А.СВЕКЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *