
Чăваш Ен спортсменĕсем çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионатĕнче виçĕ медале тивĕçнĕ.
Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ 100-мĕш чемпионата пĕтĕмпе Раççей Федерацийĕн 72 субъектĕнчен 733 спортсмен хутшăннă. Пурĕ 40 комплект медале тивĕçессишĕн спортсменсем хĕрÿ тупăшнă. Ăмăртусене пĕтĕмпе 140 судья хакланă. Чăваш Енри 150 волонтер мероприятие хутшăнса, халăха тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ.
Чăваш Республикин чысне çăмăл атлетика енĕпе 22 спортсмен хÿтĕленĕ. Ылтăн медале Анжелика Сидорова çĕнсе илнĕ. Кĕмĕл медале — Вера Васильева, бронза медале Марина Максимова тивĕçнĕ.
«Çăмăл атлетика енĕпе ĕçлекен федераци çитес çул та чемпионата Шупашкар хулинче ирттерме ыйтать. Стадион çав тери чаплă, спорт комплексĕ пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăрать. Спортсменсем ырăпа çеç асăнаççĕ», — тесе палăртнă Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эльвира Матренина.