Педагогсемпе мухтанатпăр

Педагогсемпе мухтанатпăр

Нина ГОВОРОВА (ДОЛГОВА), Галина ИВАНОВА (САМАРИНА), Галина ЧЕРНОВА (КВАСОВА) аса илĕвĕсем:

— Анна Павловна Кокорева пирĕн класс ертÿçи пулнă, вăл пире хăйĕн ачисем пек пăхнă. Ăна халĕ те эпир ырăпа çеç аса илетпĕр. Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче шкула килсенех кашни ачан урине тĕрĕслетчĕ, йĕпе урапа кунĕпе ан ларччăр тесе тимлетчĕ. Пальтосене те пăхатчĕ, кăкăра лайăх хупласа çÿремеллине палăртатчĕ. Ас тăватпăр-ха, шкул столовăйĕнче пончикпа кисель 10 пус тăратчĕç. Анна Павловна хăйĕн урокĕ чухне пĕр ачана маларах столовăйне кăларатчĕ, вăл вара пурин валли те подноспа илсе килетчĕ. Черетре нумай вăхăт ан тăччăр тенĕ ĕнтĕ пире.  

Чи асра юлни, паллах, тĕрлĕ хуласене экскурсие çÿрени. Анна Павловнăпа Борис Григорьевич пире ăçта кăна илсе çитермен-ши!; Эпир Мускавра темиçе хутчен те пулнă, Ленин вырăнĕсемпе паллашнă, Мавзолея пире черетсĕрех кĕртетчĕç, мĕншĕн тесен унта Б.Г. Кокоревăн паллаканĕ ĕçлетчĕ. Тепрехинче Хусана экскурсие кайрăмăр,  пĕрремĕш хут мечет куртăмăр, каçпа мулла кĕлĕ вуланине итлесе тĕлĕнтĕмĕр.

Эпир союзлă республикăсемпе çыхăну тытаттăмăр. Уйрăмах Украинăпа питĕ интересленеттĕмĕр. Шкулта конкурссем ирттернĕ чухне эпир яланах украин юрри-ташшипе паллаштараттăмăр, Анна Павловна пулăшнипе стендсем хатĕрлеттĕмĕр. Универмагран пусма илсе украин  халахĕн тумĕсене çĕлеттернĕччĕ эпир. Вĕсене тăхăнса смотр-конкурсра сцена çине тухаттăмăр, яланах       1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Кокорев педагогсем    ертсе пынипе эпир Украинăна та çитсе килтĕмĕр, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă вырăнта — Тарановка ялĕнче пултăмăр. Унтан Украинăри мăнастире те кĕрсе куртăмăр, унта çветтуйсен ÿт пайĕсем пурччĕ. «Эсир вĕсенчен ан хăрăр, кунта кĕрсе Турра ĕненме ан пуçлăр»,— тенĕччĕ пире Анна Павловна, мĕншĕн тесен ун чухне атеизм тĕп вырăнта пулнă.

Лубня хулинче пирĕн ялтан тухнă салтак Алексей Саванин службăра тăратчĕ. Эпир пурте унăн çар чаçне çитрĕмĕр, салтак пăтти çисе тухрăмăр, концерт лартса патăмăр. «Червона рута» юрра янраттарсан украинсем «Эсир чăн-чăн хохлушкăсем пуль», —  тесе тĕлĕнчĕç.

Кокорев педагогсем тăрăшнипе пирĕн патра драмкружок йĕркеленĕччĕ. Эпир таврари ялсене — Çĕнĕ Шăхрана, Виçпÿрте, Эткере, Дубовкăна  —  çитсе ял çыннисене спектакль лартса параттăмăр. Çав ялсене çуран та, лашапа та çÿренĕ. Борис Григорьевичпа Анна Павловна эпир мĕнле спектакльсем лартнине курса савăнса пĕтерейместчĕç.

Çулла Анна Павловнăпа пĕрле чей курăкĕ пуçтараттăмăр. Февралĕн 23-мĕшĕнче, мартăн      8-мĕшĕнче тата ытти уявра унтан чей вĕрететтĕмĕр, пĕрле ларса чей ĕçеттĕмĕр, юрăсем юрлаттăмăр. Уявсем питĕ хаваслă иртетчĕç.

Пирĕн класс ертÿçи тăрăшнипех тимур команди йĕркеленĕччĕ. Ун йышĕнче эпир ялти ватăсене пулăшма çÿреттĕмĕр. Вера Лукошкина вырăс кинемейĕ патне кайса юр тасататтăмăр, пĕррехинче лесничествăна кайса  вут çыртарса килнĕччĕ,  тиесе килсе, татса, çурса панăччĕ, Мăнкун умĕн çуртне çуса тасатнăччĕ.

Совет Союзĕн Геройĕн Костя Антоновăн аппăшĕпе тĕл пулнăччĕ. Петр Романов композитор паттăр салтак çинчен пире валли юрă та çырса панăччĕ. Çавăн пекех Тукай Мишерне Совет Союзĕн Геройĕн Геннадий Габайдуллинăн килне кайнăччĕ, тăванĕсемпе тĕл пулса калаçнăччĕ, хапхи çине çăлтăр лартнăччĕ.

10-мĕш класа эпир 35-ĕн пĕтертĕмĕр, чи пысăк класс пулнă. Апла пулин те, эпир шавласа тарăхтарман. Пĕррехинче вырăс чĕлхи учителĕ чирлесен те хамăрах вĕрентĕмĕр, шкул директорĕ  Н.П. Счетчиков эпир  шăпăрт ларнинчен питĕ тĕлĕннĕччĕ. Пирĕн класс питĕ туслă пулнă, учителĕн кашни сăмахне тимлĕн итлесе ларнă. Çавăнпах та пулĕ пире Анна Павловна питĕ юрататчĕ, Борис Григорьевич та кашни ирех пирĕн класа кĕрсе тухатчĕ, ĕçсемпе интересленетчĕ. Кашни ачашăн вĕсем пăшăрханатчĕç. Ĕлкĕрсе пырайманнисем çинчен  ытти учительсемпе, директорпа пырса калаçатчĕç, «Мĕнле пулăшмалла-ши;» тесе сÿтсе яватчĕç. Нихăçан та сасса ÿстерсе, вăрçса курман вĕсем пире. Çакăн пек педагогсем патне лекнĕшĕн эпир хамăра питĕ телейлĕ тесе шутлатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Паян кун та вĕсем пирĕн асра. Педагогсем тăрăшнипех пирĕн класс ачисем пурте тивĕçлĕ професси суйласа илчĕç, вĕренсе çын пулчĕç, тĕрĕс çул суйларĕç. Çавăнпа та Борис Григорьевичпа Анна Павловнăна шкул  пĕтернĕренпе 45 çул çитрĕ пулин те ырăпа çеç аса илетпĕр, пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *