Вторник, 23 апреля

Паян та çĕвĕ машинипе çĕлет

Паян та çĕвĕ машинипе çĕлет

Тукай ялĕнче пурăнакан Зоя Анисимовна  Прокопьева   (хĕр чухнехи Моторина) ят-сума хăйĕн ĕçĕпе тата çепĕç кăмăлĕпе çĕнсе илнĕ. Вăл çак тăрăхрах çуралса ÿснĕ, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă.

1939 çулта çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче кун çути курнă-скер, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче 7  класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă. Пăрчакан пек маттурскер пĕр ĕçе те тиркемен: сенĕк е  кĕреçе  йăтса хире пайсем тума, стройкăра ĕçлеме васканă. Пуçне усман, йывăрлăха çĕнтерсе çут малашлăх пирки  ĕмĕтленнĕ. Вăл тапхăртисен  ачалăхпа та, çамрăклăхпа та киленме тÿр килмен. 1960 çулта Тукай ял каччипе  Михаил Алексеевич Прокопьевпа  паллашса çемье çавăрнă. Шел, мăшăрĕ чирлесе вăхăтсăр  çĕре кĕни 25 çул иртнĕ. Паянхи  кун Суюк аппа пĕчченех кун кунлать пулин те ачисем ун çинчен манмаççĕ.  Тăтăшах килсе пулăшса тăраççĕ. Ывăлĕ кÿршĕ ялта тĕпленнĕ, хĕрĕ вара — Санкт-Петербург  хулинче.  Кинемей  5 мăнукпа тата мăнукĕсен ачисемпе чунтан савăнса пурăннине пĕр пытармасăр каласа пачĕ. Вĕсем килессе чунтан кĕтет. Кинемей  80 çулта пулин те çĕвĕ  машинипе  çĕлеме пăрахмасть-ха. Çĕвĕ машинине Суюк аппана  виличчен ашшĕ парнелесе хăварнă. Суюк аппа пахчара ĕçлеме, чечексем ÿстерме те кăмăллать. Кил умĕнчи  çутă кĕрен пионсем куçа илĕртеççĕ.

— Эпĕ  80 çула  çитетĕп тесе шутламан та. Тавтапуç ялти фельдшера, Вера Николаевна Моторинана. Сывлăх хуралĕн ĕçченĕ  пире, ватăсене,  тăтăшах пăхса тăрать, кирлĕ пулсассăн сиплев курсĕ ирттерет. Яланах пулăшать. Ачасем, çывăх тăвансем хисеп туни те чĕре çине çу сĕрнĕ пекех. Пурин те  ĕмĕрĕсем вăрăм та такăр, сывлăхĕ  çирĕп пулччăр, — терĕ Суюк аппа.

А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *