
Пурнăç çулĕ çынна чылай çĕре илсе çитерет, анчах тăван кĕтесрен хаклăраххи, илемлĕреххи нимĕн те çук. Хамăр çуралнă юратнă пĕчĕк çĕршывăмăрта сывлăшĕ те уçăрах, хĕвелĕ те ăшăрах, кайăксем те илемлĕрех юрлаççĕ. Çак сăмахсене «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан дояркăсем те çирĕплетсех калама пултараççĕ. Вĕсем тăван тăрăхра тĕпленнĕ, çемье телейне кунтах тупнă, ĕç вырăнĕ те кăмăла каять.
Тукай ялĕнче пурăнакан Татьяна Прокопьевăпа Ирина Краснова ял-йыш тутлă ыйхăра çывăрнă чухне фермăна тухса утаççĕ. Выльăхсене куçран пăхса ăнланассине те хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ.
Малтанхи çулсемпе танлаштарсан, вĕсен ĕçĕ паянхи куна чылай çăмăлланнă. Ĕçе пĕтĕмпех автоматизациленĕ. Çакна хам курса ĕнентĕм. Ĕнесем кĕтÿрен килчĕç те сăвăнакан вырăна тăчĕç, дояркăсем ĕнесен çиллисене çуса тасатса сăвакан аппаратсем лартрĕç, сĕт сăвăнса пĕтсессĕн вара çĕнĕ технологи хатĕрĕсем хăйсемех систереççĕ —- хывăнаççĕ. Çакăнта черетпе 12 ĕне кĕрсе тухрĕ. Пĕрин хыççăн тепри васкать вĕт сутарма. Çак вăхăтра вара хĕрарăм ĕçне чылай çăмăллатнăшăн чăннипех те савăнатăн.
Кунти ĕçченсем валли пĕтĕм услови пур. Сĕт сумалли цехра таса, тирпейлĕ, хăтлă. Дояркăсем икĕ сменăпе: ирпе те каçпа 5 сехетрен пуçласа 10 сехетчен вăй хураççĕ. Вĕсем кашни ĕнерен талăкра вăтамран 24 килограмм сĕт суса илеççĕ. Иртнĕ çулсенче кунта 100 ĕне пулнă, халĕ вĕсем чылайрах — 115 ĕне. Маттур дояркăсем иртнĕ çулхинчен тата та ла-йăхрах кăтартусемпе ĕçлеме тĕллев лартнă. Çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх витинче ĕçлеме пĕтĕм услови çителĕклĕ.
А.МАТРОСОВА.
изображения не найдены