Пятница, 3 февраля

Ĕненместĕр пулсан – Вутлан ялне çитсе курăр

Илем тесенех куç умне тирпейлĕ хуçалăхсемпе ем-ешĕл уй-хир, вăрман, тутлă шăршипе савăнтаракан чечексем тата ырă та уçă кăмăллă çынсен сăнарĕсем тухса тăраççĕ. Илеме курма, туйма пĕлекен çынсене телейлĕ теççĕ пулсан, çак хитрелĕхе  тăвакансем вара — çĕр çинчи пирĕштисем. Вутлан ялĕнче пурăнакан Лариса Геннадьевнăпа Николай Васильевич Зверевсем пирки çĕр çинче илем тĕнчине юратакансем тесе  калас килет.

Лариса Геннадьевна 1972 çулта Çĕнĕ Мăрат ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех «Заря» колхозра водитель, бухгалтер пулса тăрăшнă. Ларисăпа Владимира кун çути парнеленĕ. 1988 çулта çамрăк хĕр  Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Пĕлÿ илнĕ хыççăн 1992 çултанпа Çĕнĕ Мăратри участок больницинче  14 çул  фельдшерта  тăрăшнă. Маттур хĕрарăм  медсестрара 28 çул чунне парса ĕçлет.

— Мăшăрпа мĕнле паллашни кашни çыннăн чунĕнче вырнаçнă, çак самант нихăçан та асран тухмĕ, — терĕ Лариса Зверева  савнă çыннипе паллашнине куç умне кăларса. 

Хĕр Тăманлă Выçли ялĕнчи кирпĕч заводне  килсен  Николайпа паллашать. Çамрăксем хушшинчи туслăх юратăва куçать. Çапла районта çĕнĕ çемье чăмăртанать. Николай Вутлан ялĕнче çуралса ÿссе çак ялтах çемйипе тĕпленнĕ. Вăл çурçĕрте вахта майĕпе водительте ĕçлет. Ашшĕпе амăшĕ Петр шăллĕн çемйипе пĕрле тепĕр урамра пурăнаççĕ. Ватăсем çывăхра пурăнни, вĕсем патне кашни кунах кайса сывлăх сунма пулни те мĕн тери пысăк телей!

Ларисăпа Николай Зверевсем виçĕ хĕр пĕрчине кун çути парнеленĕ. Асли Екатерина амăшĕ пекех медицинăна суйласа илнĕ. Акă,  çак кунсенче хĕр  анестезиолог-реаниматолога вĕренсе пĕтерни çинчен сертификат илнĕ. Ирина Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухса банкра тăрăшать. Кĕçĕнни Ольга çак вĕренÿ учрежденийĕнчех выльăх тухтăрне вĕренет. Кашни ачан пуласлăхĕ çемьепе çыхăннă. Ачана тĕрĕс воспитани парасси, ĕçлеме, ырăпа усала уйăрма вĕрентесси — ашшĕпе амăшĕн тивĕçĕ. Зверевсен ачисем — пур енчен те питĕ пултаруллă, маттур хĕрсем. Вĕсен ÿсĕмĕсем çинчен районта çеç мар, республикăра та пĕлеççĕ. Çакăнта вĕсене чи çывăх çыннисем пулăшса, вĕрентсе, хавхалантарса пыни сисĕнет.

— Пирĕншĕн пĕрремĕш вырăнта яланах çемье. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах, куçран пăхсах ăнланатпăр. Хирĕçесси, тавлашасси пирĕн çемьере пач та çук, — тет Лариса Зверева.

Зверевсен кил-картинче йĕри-тавра тирпей-илем хуçаланать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Вĕсен пахчи те яланах чечекре — çуркуннерен  хура кĕркуннечченех. Клумбăсем çинче мĕн тĕслĕ кăна петуни  ÿсмест — шурă, сарă, кăвак, кĕрен, шупка кĕрен  чечексем. Унпа пĕрлех  сарă лилисем куçа илĕртеççĕ, тепĕр çĕртре вара розăсем чуна савăнтараççĕ. Чечексем темĕн чухлех  пулнăран ячĕсене, вĕсен шутне палăртса та пĕтереймĕн. Хăйсем ăсталанă кăмпасем, кустăрмаран касса тунă шурă акăшсем те инçетренех курăнаççĕ.  Урамра ачасене савăнма чуччу та туса хунă. Ахаль ярăнчăк çеç мар, асамлă тейĕн, мĕншĕн тесен чĕрĕ чечексемпе илемлетнĕ, тăрринче самолет, люстра та пур. Пÿрт  умĕнчи сад пахчинче тĕрлĕ йывăç ÿсет. Кăштах çилĕ вĕрсессĕн çулçăсем пăшăл пăтти пĕçереççĕ. Акă, вĕсен çумĕнчех чăрăшсем те тÿпене кармашаççĕ.  Пÿртри чÿрече янаххисем те илемлĕ чечексемпе туллиех. Уйрăмах, розăна тата орхидейăна кăмăллани сисĕнет.

— Чечексене мĕн ачаранах кăмăллатăп. Вĕсем пирĕншĕн — чун йăпатмăшĕ. Малтанах пÿртре темĕн чул чечексем ÿстереттĕм. Каярах иртен-çÿренсен чĕрисене илемĕпе тыткăнлатăр, шăрши тавралăха сарăлтăр тесе пахчара  тăсрăм хам кăмăллакан  ĕçе. Юратнă ĕçшĕн вăхăчĕ яланах тупăнать. Юратнă мăшăрăм, ĕçе хăнăхнă ачасем хуларан килсен тÿрех мана пулăшма васкаççĕ, чечексене шăварма, çĕре кăпкалатма пулăшаççĕ,— терĕ хĕвел пек ăшă кăмăллă Лариса Геннадьевна.

Чăннипех те  тĕлĕнмелле тĕнчере — тĕрлĕ чечексен асамĕнче пурăнаççĕ Зверевсем. Ĕненместĕр пулсассăн — вĕсем патне  Вутлан ялне çитсе курăр. Ларисăпа Николай хăнасене яланах тарават. Кирлех пулсассăн, чечексене çитĕнтерме май паракан, вăй-хал кÿрекен вăрттăнлăхсене каласа пама  та хатĕр.  Кил хуçи каланă тăрăх илемлĕ чечексем çитĕнтересси çыннăн чунĕнче пулмалла. Юратнă      ĕç çеç хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарать. Зверевсен килĕнче кашни чечек илем парнелет, кăмăла çĕклет. Çакна хам курса ĕнентĕм тата чĕрепе туйса илтĕм.

А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *