Тăхăр теçетке хыçа хăварнă

90 çул — пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв, мĕншĕн тесен кашниех  вăрăм пурнăç сукмакĕпе  çак куна  утса çитеймест. «Ырă çын ĕмĕр ытла пурăнать» çак сăмахсене халăхра  нумай пурăнакансем çинчен калаççĕ.

 

Районăн  вăрăм ĕмĕрлĕ çыннисем Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран салам сăмахĕсене  малалла йышăнаççĕ. Патшалăх ватăсем çине тимлĕх уйăрни хисепленипе тата аслă ăру умĕнче пуçа тайнипе тан. Вĕсем пурнăçне шеллемесĕр Аслă Отечественнăй вăрçăра тăшмана хирĕç тăнă, çĕнтерÿшĕн тăрăшса тылра  ывăннине пĕлмесĕр ĕçленĕ.

Кăçал утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Александровка ялĕнче пурăнакан Анна Степановна Игонина 90-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Юбилей ячĕпе район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Антонова тата Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова ватă çынна çирĕп сывлăх, телей тата çывăх çынсен юратăвне суннă.

90 çул тултарнине телейлисем çеç уявлама пултараççĕ. Кам  вара çак сумлă  çулччен  пурăнать, вĕсем хаклă парнесемпе тулли кĕрекене кĕтмеççĕ, чи пахи —  çывăх çыннисем манса кайманни тата ăшă сăмах каласа саламлани.

Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан   Ольга Романовна Макарова  та çак кунсенче 90  çулхи  юбилейне уявланă. Ăна паллă çуралнă кунпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов Владимир Путинăн открыткине панă тата асра юлакан парнепе чысланă.

Çавăн пекех юбилей хуçине  Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева тата çывăх çыннисем саламланă, çĕр çинчи мĕн пур ыррине, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă.

Ольга Романовна 40 çул ытла  «Заря»  колхозра тăрăшнă. Мăшăрĕпе, Виктор Петровичпа  3 ачине ура çине тăратнă. Шел пулин те, Виктор Петрович вăхăтсăр çĕрĕ кĕнĕ. Ольга Романовнăна  ачисем, 9 мăнукĕ тата 16 мăнмăнукĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ.

/ХАМĂР ИНФ./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *