Четверг, 25 апреля

Çĕнĕлĕхсем алăкран шаккаççĕ

Çĕнĕлĕхсем алăкран шаккаççĕ

Тĕрлĕ сферăна улшăнусем тăтăшах кĕрсе пыраççĕ. Июль уйăхĕнчен Раççей çыннисем мĕнле çĕнĕлĕхсемпе тĕл пулчĕç; Чи пĕлтерĕшлисем çинчен — кĕскен.
Çак уйăхран тытăнса, Раççей Правительствин йышăнăвĕ вăя кĕнĕренпе, лавккасем чăн сĕт продукцине тата ÿсентăран çăвĕллĕ сĕт таварĕсене уйрăмшар сентресем çине вырнаçтарма тивĕç. Çакă тавар туянакансене пахалăхлă продукцие тÿрех уйăрса илме май парĕ. Вĕсене «Продукты без заменителя молочного жира» тесе палăртмалла.
Сăмахран, продукци маркировкине улшăнусем кĕртнĕ хыççăн çынсем сыр продукчĕсене сахалрах /10,3%/ туянма тытăннă. Чăн сыра туянасси вара 10,1 процент ÿснĕ.
Экспертсем сеть лавккисен çĕнĕлĕх тĕлĕшпе пăтăрмахсем пулмасса палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен куçăм тапхăрĕ çителĕклех пулнă.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен инвалид ачан е ачаран 1-мĕш ушкăнри инвалидăн ашшĕ-амăшне е опекуна уйăхсерен паракан тÿлев виçи икĕ хута яхăн ÿсет, 5,5 пин тенкĕрен 10 пин тенкĕ таран. Çакăн çинчен калакан хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин март уйăхĕнчех алă пуснăччĕ.
Аса илтерме: ку пособие ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри, усрава илнĕ çын, опекун е попечитель тивĕçет. Анчах вĕсен ниçта та ĕçлемелле мар. Тÿлеве сусăр çыннăн пенсийĕпе пĕрле параççĕ.
Çак уйăх пуçламăшĕнчен строительство организацийĕсем граждансен укçи-тенкипе эскроу-счет пулăшнипе çеç усă курма пултарĕç.
Çĕнĕлĕх çак кун хыççăн пая кĕрсе çурт тумалли мĕн пур килĕшĕве пырса тивет. Çав вăхăтрах çĕнĕ йĕрке пырса тивмен объектсем те пур. Вĕсене РФ Правительстви çирĕплетнĕ хăш-пĕр критерипе палăртаççĕ. Сăмахран, çурта 30 процента яхăн туса пĕтернĕ пулсан, ăна малтанхи йĕркепех хута ярĕç.
Проект финансированийĕ çине куçни строительствăна пая кĕрекен граждансен прависене хÿтĕлеме май парать. Тĕслĕхрен, строительство организацийĕ çурта туса пĕтериччен панкрута тухсан та çынсем хăйсен укçине каялла илме пултараççĕ.
Предприятие çурта хута янă хыççăн тин хваттер туянакансен укçине параççĕ.
Кунсăр пуçне, граждансен эскроу-счет çине хывнă укçине патшалăх хÿтĕлет. Банкран лицензие туртса илсен, сăмахран, пайçă счет çинчи укçа виçи чухлĕ страховани пулăшăвĕ илет. Анчах саплаштару виçи 10 миллион тенкĕрен иртеймест.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен çавăн пекех эмелсене, сигаретсене, атă-пушмака маркировкăлассипе çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ. ЖКУ тарифĕсем, онлайн-касса çаврăнăшĕ улшăнать тата ытти те.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тарифсем 2,4 процент ÿснĕ. Çак тарифсене çулталăкра 2 хутчен пысăклатнине пăхмасăр пĕтĕмĕшле ÿсĕм тĕллевлĕ инфляци — 4,1 процент — шайĕнчех юлмалла. Онлайн-касса çине куçмалли виççĕмĕш тапхăр вĕçленет. Халĕ çакнашкал кассăсемпе халăха пулăшу ĕçĕсем кÿрекен, суту-илÿ тата апатлану сферинче ĕçлекен предпринимательсен те усă курмалла.
Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «ипотека каникулĕсем» пирки калакан саккун вăя кĕнĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ граждансем çур çул ипотека тÿлемессе е çав вăхăта тÿлеве чакарма пултараççĕ. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă саккунпа килĕшÿллĕн вара 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесене ипотека кредичĕн парăмне тата хушма тÿлев — 450 пин тенкĕ пама тытăнаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *