Четверг, 25 апреля

Шурă халатлă пирĕшти

Йÿç Шăхаль ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшакан Любовь Леонидовна Верликовăна таврара пĕлмен çын çук. Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакансем пурте унран пулăшу ыйтаççĕ. Маттур фельдшер пуринпе те ырă кăмăллă та тарават калаçать. Нихăçан та сасă хăпартмасть вăл. Акă, эпир ку тăрăхра пурăнакан вăрçă ачисем — улттăн. Вăл пирĕн сывлăха куллен тĕрĕслет. Фельдшерпа акушер пунктне çитейменнисем патне килрен çÿрет вăл. Сиплев курсне те çырса парать. Мĕнлерех эмелсем ĕçмеллине калать. Чăн-чăн шурă халатлă пирĕшти тесе калас килет ун пирки. Любовь Леонидовна тăрăшнипе фельдшерпа акушер пунктĕнче сиплев физкультурин секцийĕ те ĕçлет. Сывлăха çирĕплетес тĕллевлисем çÿреççĕ унта. Паянхи пурнăçра сывă пурнăçпа пурăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Сывлăхшăн хамăр яваплă вĕт. Шанса панă ĕçре тăрăшса ĕçленĕшĕн Любовь Леонидовнăна чĕререн тав тăватпăр.
Н.АРХИПОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *