Четверг, 25 апреля

Республикăран – каллех çĕнтерÿпе

Республикăран – каллех çĕнтерÿпе

Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан ачасен кĕçĕн классенченех технологи кружокĕсенче тĕрлĕ модельсем тăвассинче ăсталăхне ÿстерсе пырса, вĕсемпе республикăри ăмăртусене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăнасси çирĕп йĕркене кĕрсе çитнĕ тесех каламалла. Турнирсенче ачасем хăйсене лăпкă, хумханмасăр тытаççĕ, шанчăкĕ пурнăçа кĕрессине малтанах курса тăраççĕ пулмалла, тĕрлĕ лару-тăрура çухалса каясси те çук вĕсен. Ракета, самолет, карап, автомобиль, хут çĕлен моделĕсене пысăк ăсталăхпа ăмăртусене хутшăнма хатĕрлеме, çĕнтерÿ тутине ÿстерме, мĕн вĕрентнине пурнăçа кĕртме, яланах мал ĕмĕтлĕ пулма ачасене технологи кружокĕн ертÿçи, шкул учителĕ В.М.Салаев вĕрентет. Кружок ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелени те куç умĕнчех. Çакна республикăри кашни турнирта кружок членĕсем нумай наградăсем илни те уççăн çирĕплетсе парать. Акă, май уйăхĕнче кăна унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ модельсемпе республика шайĕнчи виçĕ турнирта пулнăччĕ, вĕсенчен ачасем кашнинченех çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăннăччĕ. Июнь уйăхĕн çурринче вара Асанкассисем Муркаш районĕнчи Юнгăра пулчĕç. Кунти ăмăртусем тĕрлĕ модельсем вĕçтерессипе иртрĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсен ушкăнĕнче Алексей Языков /7-мĕш класс/ планер вĕçтерессипе иккĕмĕш кăтарту турĕ. Кĕçĕнреххисем хушшинче планер моделĕпе ăмăртăва хутшăнса виççĕмĕш призер пулса тăчĕ. Даниил Маргиданов вара /6-мĕш класс/ планер вĕçессине çĕр çинчен йĕркелесе пырса пĕрремĕш вырăна хăй аллинчен ямарĕ. Гидроракета вĕçтерессинче те çак пултаруллă ача иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Унăн юлташĕ /пĕр класрах вĕренеççĕ/ Антон Степанов та хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçларĕ — вăл виççĕмĕш кăтарту турĕ. Даниил Маргиданов ракета модельне тар двигателĕпе /пороховой двигатель/ тÿпене хăпартса каллех пĕрремĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕ. Улттăмĕш класра вĕренекен тăрăшуллă та пултаруллă ачан ăсталăхне судьясем пысăк хак парса чыслани унăн чĕринче ăшă туйăм çурататех ĕнтĕ, шанчăкне çирĕплетет. Владимир Фадеев та çав класрах пĕлÿ пухать. Асăннă ракета моделĕпех ăмăртăва хутшăнса вăл виççĕмĕш призер пулчĕ.
Çÿлерех асăннă ачасем республика шайĕнчи ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем туса шкул чысне кăна мар, район чысне те хÿтĕлеççĕ. Вĕсене ăшшăн саламласа вĕренÿре те лайăх кăтартусем тума ăнăçу сунатпăр.

В.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *